Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Промтрактор» АУО ҫитсе килнĕ, ĕҫ ушкăнĕпе тĕл пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с трудовым коллективом ОАО «Промтрактор» Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Промтрактор» АУО ҫитсе килнĕ, ĕҫ ушкăнĕпе курса калаҫнă.

Мероприятине унпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков хутшăннă.   Тĕлпулăва ҫакăн пекех «Промтрактор» АУО директор ĕҫне пурнăҫлаканăн пĕрремĕш ҫумĕ Игорь Лахтиков, «Промтрактор»  АУОра экономика тата финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен директорăн ĕҫĕсене пурнăҫлакан Ирина   Коломийцева,  «Промтрактор» АУО персоналсемпе ĕҫлекен управленийĕн директорĕн ҫумĕ Евгений Максимов, «ЧЕТРА – Промышленные машины»  АО суту-илӳ енĕпе ĕҫлекен директор Евгений Мятников хутшăннă.   Халăхпа тĕл пулнă вăхăтра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ республикăри тракторсен завочĕн шăпи пирки кулленех ҫĕршыв, регионти Правительстви кăсăкланние, кирек-епле ыйтăва та ҫивĕч тĕрĕслевре тытнине каланă. Республика Правительстви предприяти ҫирĕп «ура» ҫинче тăтăр тесе сахал мар витĕм кӳнине каланă.  Тăван заводран ҫынсем тухса ан кайччĕр тесе, унтах ĕҫлеччĕр, тивĕҫлĕ шалу укҫине илччĕр тесе республика ертӳлĕхĕ тĕрлĕ мерăсем йышăнма тăрăшать.  

Палăртма кăмăллă, паянхи куна заводра тăрăшакансем шалу укҫине вăхăтра илсе пыраҫҫĕ.  Энергетика енĕпе те парăм ҫукрах тесен те йăнăш мар. Пĕр сăмахпа каласан, завод мĕнле аталанса пынине кашни курса ĕненме пултарать.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене ертӳҫĕсемпе, финанс пайĕнче ĕҫлекенсемпе пĕрле пухăнса татса пама тăрăшнине палăртнă.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, заводăн пуласлăхĕ пысăк тесе каланă, лару-тăру епле аталанса пынине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ҫирĕп тĕрĕслесе тăнине асăнса хăварнă. Завод паха таварсем калăплать. «Шанатпăр, пĕрле тăрăшса ĕҫлесен, йывăрлăхсене ҫĕнтерессине», — тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, енчен те хăш-пĕр ҫынсем ĕҫсĕр тăрса юлсан, вĕсене те урăх ĕҫе вырнаҫтарма витĕм кӳрессине асăннă ертӳҫĕсем.

«Промтрактор» АУО паянхи ĕҫĕ пирки финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Ирина  Коломийцева тĕплĕн каласа ăнлантарнă. Паянхи кун заводра пурĕ 2601 ҫын ĕҫлет.

2017 ҫулта 2015-2016-мĕш ҫулсенче пухăнса кайнă  парăмсене пăрахăҫлама май килнине асăннă ертӳҫĕ. Пĕлтĕр завод пĕтĕмпе 181 ед. техника калăпланă, 2016-мĕш ҫулхинчен икĕ хут ҫурă ытларах тавар тирпейленĕ. Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа 343 млн пурĕ 19 ед. техника пуҫтарнă.  «Пирĕншĕн чи кирли – пире заказ панă таварсене вăхăтра тирпейлесе пуҫтарса тăратни. Завод паян кал-кал ĕҫлет, пысăк заказсемпе ĕҫлеме хатĕр», –  тенĕ вăл сăмаха тăсса. «ЧЕТРА – Промышленные машины»  предприятире ĕҫлекен директор Евгений Мятников заказсем пирки каласа хăварнă, вĕсене вăхăтра пурнăҫлассипе халăх питĕ тăрăшнине пĕлтернĕ.  

2017 ҫулта РФ Правительстви, Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ вăхăтра пулăшнипе таварсен калăпăшне ӳстерсе пыма май килнĕ заводра. Газпром, Транснефть, Роснефть компанисемпе Ростех килĕшсе ĕҫленине кура, пысăк заказсем те малашне татах та пуласси паллă. Пуласлăхра пысăк технологисене ĕҫе кĕртме, производствăна модернизацилеме те плана кĕртнине каланă Евгений Мятников.

Ҫак кун ĕҫ ушкăнĕпе тĕл пулнă самантра халăх республика Ертӳҫине тĕрлĕ ыйтусем панă.  Ҫынсене автомашина ҫулĕсем, ача сачĕсемпе шкул ыйтăвĕсем кăсăклантараҫҫĕ.  Правительство хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене яланах туллин тивĕҫтерме хатĕр тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  Пухăннă халăха Михаил Игнатьев тирпейлĕ ĕҫленĕшĕн мухтаса тав тунă, малашне те пĕрре те иккĕленмесĕрех тăрăшса ĕҫлеме чĕнсе каланă.   

Фоторепортаж



15 марта 2018
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter