Чăваш Енре ĕҫ укҫи енĕпе пухăннă парăма татасси малалла пырать

В Чувашии продолжается работа по погашению задолженности по зарплате  Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ укҫине вăхăтра тивĕҫтернин ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри «сăрă» схемăпа ĕҫлекен предприятисемпе организацисен ĕҫĕсене вăхăтра тупса палăртасси, айăплисене явап тыттарасси, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварасси.   

Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕн реестрĕнче кăҫал пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурĕ 22 организаци ĕҫе кирлĕ пек йĕркелеменнисен шутĕнче тăрать, регионта 1994 ҫынна пĕтĕмпе 69,9 млн паманни курăнать.

Чăваш Республикинчи Патшалăхăн ĕҫлев инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Алексей Метёлкин  хăйĕн докладĕнче 2018 ҫулта кăрлач-нарăс уйăхĕсенче тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, ĕҫ укҫипе 1232 ҫынна вăхăтра тивĕҫтермен, кăтарту пысăк, пурĕ 30,5 млн пухăнса кайнă, ĕҫ саккунне пăхăнманнишĕн 3 млн штраф тӳлеттернĕ тенĕ.  Комисси членĕсем ку хутĕнче хăш-пĕр организацисен ĕҫне тишкернĕ. Йĕпреҫ районĕнчи Калинин ячĕллĕ ЯХПК арбитраж управляющийĕн Александр Мигушкинăн ĕҫ-хĕлне пăхса тухнă, унран парăмсен сăлтавĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Хуҫалăхăн халăх умĕнчи парăмĕ 2,27 млн пухăннă. Пĕтĕмпе ҫынсем 8 уйăх хушши шалу укҫине илмен.  Арбитраж управляющийĕ парăма татассипе йĕркеленĕ ĕҫ планĕпе паллаштарнă, предприятийĕн пурлăхне пĕтĕмпе 4 млн ытла тенкĕллĕх хакланă, ăна вырнаҫтарса пĕтерсен укҫа-тенкĕне халăха парса саплаштарасси пирки каланă. «40 ҫыннăн ĕҫ укҫин парăмне тивĕҫтернĕ. НДФЛ, страховани взносĕсене пĕтĕмпех тӳленĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл. Хальхи вăхăтра кулленхи пухăнса пыракан парăмсене парса татассипе ĕҫ йĕркеленсе пынине асăннă.  Налуксем тӳлеме 640 пин тенкĕ палăртса хунă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, паянхи пурнăҫ таппинче ял хуҫалăх пайĕпе ĕҫлесси питĕ тупăшлă пулнине асăннă.  Ҫурхи ĕҫсем вăхăтĕнче пурлăхсене илес текенсем чылайланассине каланă. «Парăмсене пурин те вăхăтра парса татмалла, ҫынсене валли йывăрлăхсем туса пама никамăн та ирĕк ҫук», - тесе ҫирĕппĕн каланă республика Пуҫлăхĕ.  Ҫак ҫӳлерех палăртнă организацийĕн Чăваш Ен энергосбыт компани умĕнче те сахал мар парăм пуҫтарăннă. 2015-мĕш ҫултан пуҫласа пĕтĕмпе виҫĕ хуччен конкурс управляющийĕсем улшăннă. Налук служби  малтанхи конкурс управляющийсем патне суда ыйтса ҫырнă, парăмсене парса татма сĕннĕ.

Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕн тĕрĕслевĕсем тăрăх, «Завод автокомпонентов «Элма» ТМЯОра ĕҫ укҫин парăмĕ чылай пухăннă, 233 ҫын шалу укҫине пĕлтĕрхи ҫурла уйăхĕнчен пуҫласа пĕрре те илменнине тупса палăртнă.  Хăшĕсене ĕҫрен вăхăтсăр кăларса янă, анчах та ĕҫ укҫине парса пĕтермен. Кун пек йĕркесĕрлĕх те пуррине палăртнă Патшалăхăн ĕҫлев служби, парăм 2,2 млн ҫитнине ҫирĕплетнĕ асăннă служба.

«Завод автокомпонентов «Элма»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Ефремов хăйĕн сăмахĕнче таварсене кĕркунне пачах та вырнаҫтарма май килменнине каланă, сăлтавĕ те ҫакăнта пур тенĕ вăл сăмаха тăсса.    Шăпах та ҫавăн чухне, предприятийĕн харпăр хăй тупăшĕ пачах та пулманнине каланă вăл.   Кăҫал ака уйăхĕнче ҫĕнĕ производство хута яма плана кĕртнĕ тесе пĕлтернĕ организацийĕн генеральнăй директорĕ, ун чухне тен патшалăх оборони валли  таварсем калăплама май килĕ тенĕ.  Ĕҫ укҫин парăмне саплаштарассипе ĕҫ малалла та пырать, хальлĕхе 1,6 млн тенкĕ парса татнă тенĕ  Александр Ефремов.

Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова «Завод автокомпонентов «Элма» ТМЯО налуксем тӳлессипе активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă. Енчен те парăм нумай пухăнсан, панкрута та тухма часах, ҫавăнпа та кун пек йĕркесĕрлĕх патне илсе ҫитерме юрамасть тенĕ ертӳҫĕсем.

Паян комисси ларăвĕнче «Чувашавтотранс» Чăваш Енри ГУП генеральнăй директорне те итленĕ, унăн ертӳҫи Сергей Фомичев. Вĕсен халăх умĕнче парăм 15,3 млн пухăннă. Вăл шутран 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕшĕн 1,7 млн.

2017 ҫулта 5 филиала реорганизациленĕ, пĕр пекрех функцисемпе ĕҫлесе ларакансен шутне те чакарма май килнĕ, преми парассине те  пăрахăҫланă.   Экономи эффекчĕ ҫук мар, 26 млн перекетленнĕ.  

Хальхи вăхăтра предприятире Чăвашкредитпромбанк счетне уҫнă, коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн укҫа вăхăтра куҫать, шалу укҫине те вăхăтра тӳлеме май пур тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   «Кăҫалхи  ĕҫ укҫипе пухăнса кайнă парăмсене 2018 ҫулта пуш уйăхĕн вĕҫĕ тĕлне пĕтĕмпех парса татăпăр», - тесе пĕлтернĕ  Чăвашавтотранс ертӳҫи.  Михаил Игнатьев предприятире ĕҫлекенсен тухăҫлăхĕ пирки кăсăкланнă.  Ертӳҫĕ организацийĕн транспорчĕсем ҫинче пĕтĕмпех видеосăнавсем пур тесе хыпарланă.  Ведомствăсем хушшинчи комисси членĕсем республика Правительстви ҫак асăннă предприятине витĕм кӳме тăрăшать пулин те, паянхи куна хăш-пĕр татса паман ыйтусем ҫаплах та сыхланса пынине пăшăрханса каланă, халăх умĕнчи ĕҫ укҫин парăмĕпе ыйту халĕ те уҫҫăн тăнине асăннă. Кунсăр пуҫне тата та ытти татса паман ыйтусем тăрса юлнă-ха, Чăваш Республикин Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службипе ĕҫлемеллисем юлнă.  

Сергей Фомичев пĕлтĕрхи ҫулталăк отчетне кăҫал март уйăхĕн 20-мĕшĕччен кирлĕ пек службăсене тăратма шантарнă.

  Халăха ĕҫ укҫине «сăрă» схемăпа тивĕҫтерессинчен асăрханса йĕркеленĕ ĕҫ кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа ăнлантарнă.  Вăл пĕлтернĕ тăрăх, регионта Чăваш Республикин Экономика министерстви субъектри тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине асăннă.  Кунсăр пуҫне республикăра обществăлла организацисем те ҫак ĕҫе хастар хутшăннине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Тĕрлĕ ĕҫ ушкăнĕсен комиссийĕсенче ĕҫлев саккунне пăхăнса пыманнисене, йыхравласа ятарлă ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелесе пынине каланă.  Организацисен ертӳҫисене хăйсен предприятийĕсенче ĕҫлекенсен уйăхсерен тӳлемелли ĕҫ укҫин виҫине ӳстерсе пыма ыйтнине, парăмсене вăхăтра татса пыма хушнине каланă сăмаха тăсса.  Министерство ку енĕпе ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслевре тытать, субъектри вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнчи кирек-епле ĕҫе те кулленех пĕлсе тăма тăрăшнине асăннă ертӳҫĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратнисене Чăваш Республикин прокуратурине ҫийĕнчех хыпарланине каланă. Пĕр сăмахпа каласан, регионта «сăрă» схемăпа ĕҫлеме шут тытнисене вăхăтра тупса палăртасси куҫкĕретех. Кунсăр пуҫне республикăра лицензисĕр эрех-сăра сутакансене те чылай тĕрĕсленине пĕлтернĕ. 

Пур ҫавăн пек предприятисем, вĕсем патшалăх пулăшăвне те вăхăтра илеҫҫĕ, анчах та хăйсем патĕнче тăрăшакансене вара «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫине тивĕҫтереҫҫĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕх пачах та пулмалла мар. Республикăри районсемпе хуласенчи предприяти организацисене ятарлă комисси членĕсем пĕрре мар тухса тĕрĕсленĕ, кăтарту 470-рен те иртсе кайнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслев ирттернине кура, ҫитĕнӳсем те пулмалла, «сăрă» схемăпа ĕҫлекен предприятисен шучĕ чакмалла тенĕ.

Паянхи пурнăҫ таппинче халăх питĕ лайăх ăнланать, енчен те вĕсем официаллă майпа организацисенче ĕҫлесен, вĕсен пуласлăхĕ те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса, ватлăх куҫран пăхсан, пенси укҫине те тивĕҫлĕ илсе пырасси куҫкĕретех пулнине те пĕлеҫҫĕ.  

Тĕрĕслевсем хыҫҫăн, бюджетра налук самай пухăнни сисĕнет, НДФЛ налукĕ лайăх пуҫтарăнать. Патент тытăмĕн ыйтăвĕ те кун йĕркинчех.  Ку енĕпе ăнлантару ĕҫĕсене халăхпа, предпринимательсемпе ытларах ирттерме чĕнсе каланă паянхи ĕҫе пухăннисем.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче хулара 2018 ҫулта кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пĕтĕмпе йĕрке пăснă 1249 тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ведомствăсем хушшинчи комисси ĕҫне активлăрах йĕркелеме, бюджета налуксенчен кĕрекен укҫа-тенкĕне пухассипе кулленех тăрăшма, ĕҫ укҫипе парăм пухăнса каяссинчен те сыхă тăмаллине чĕнсе каланă республикăри комисси ĕҫĕн членĕсем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче патшалăх контракчĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене ҫивĕчрех тĕрĕслеве илме каланă.

Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова тĕрĕслев рейчĕсем пирки чарăнса тăнă.

Лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паян кун йĕркинче пăхса тухнă ыйтусене малашне те кулленхи тĕрĕслевре тытмаллине асăрхаттарнă, йĕрке пăсакансене тупсан, ҫийĕнчех явап тыттарма каланă.  

 

Фоторепортаж



16 марта 2018
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter