Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхра тата халăхăн йăла ыйтăвӗсене тивӗçтерес енӗпе ӗçлекенсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Енри пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхра

 тата халăхăн йăла ыйтăвӗсене тивӗçтерес енӗпе ӗçлекенсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чӗререн саламлатăп! 

Халăхăн йăла ыйтăвӗсене тивӗçтересси тата пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх – республикăра пурăнакансен кулленхи ыйтăвӗсене татса пама пулăшакан пӗлтерӗшлӗ тытăмсем шутланаççӗ. Ҫак отрасльсен ӗç коллективӗсен умӗнче тăракан тӗллев пӗрре: вӗсем çынсен пурнăçне хăтлăрах тата лайăхрах тăвассишӗн тăрăшаççӗ.

Пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай функциллӗ службисен ӗçченӗсен ăсталăхне, яваплăхне пула халăх патне ăшă, çутă, газ вăхăтра пырса тăрать, коммуналлă пулăшу ӗçӗсем пысăк пахалăхпа пурнăçланаççӗ, республикăн çурт-йӗр фончӗ тухăçлă аталанать.

Эпир çулсерен коммуналлă инфратытăма модернизацилеме çӗр-çӗр миллион тенкӗ уйăратпăр, отраслӗн вун-вун çул пухăннă çивӗч ыйтăвӗсене татса паратпăр, çынсене авари хăрушлăхӗ пур çуртсенчен хăтлисене куçаратпăр, нумай хваттерлӗ çуртсене юсатпăр, картишсене йӗркене кӗртетпӗр.

Республиăкра халăхăн йăла ыйтăвӗсене тивӗçтерекен организацисен шучӗ çулсерен ÿссе пырать, вӗсем кÿрекен пулăшу ӗçӗсем нумайланаççӗ, пахалăхӗ лайăхланать, хальхи йышши технологисем ăнăçлă ӗçе кӗреççӗ. 2017 çулта ку сферăри организаци-предприяти халăха 5,5 миллиард тенкӗлӗх пулăшу панă. Ку малтанхи çултинчен 5,3 процент ытларах. Ҫурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхра тата халăхăн йăла ыйтăвӗсене тивӗçтерес енӗпе ӗçлекенсен пысăк ăсталăхӗ малашне те палăртнă тӗллевсене пурнăçа кӗртме пулăшасса шанатăп.

Пӗтӗм чунтан сире çирӗп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх, тăван регионшăн тата Чăваш Ен çыннисемшӗн тухăçлă ӗçлеме ăнăçу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ                                                     Михаил Игнатьев    



16 марта 2018
06:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter