Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти электромеханика колледжĕнче регионсен хушшинчи центра ҫитсе килнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил Межрегиональный центр компетенций – Чебоксарский электромеханический колледж Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти электромеханика колледжĕнче регионсен хушшинчи центра ҫитсе килнĕ.

Ҫак кун мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Сергей Кудряшов, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ВО ФГБОУ ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Андрей Александров, Атăлҫи тата Урал округĕсен  «КУКА Россия» аталантарассипе ĕҫлекен ертӳҫĕ Тимур Саттаров хутшăннă.

Пухăннă хăнасем вĕрентӳпе производство, лаборатори уйрăмĕсемпе кăсăкланнă, унти ĕҫ-хĕлпе тĕплĕн паллашнă. Вĕренӳ учрежденийĕнче ĕҫлекенсем ҫак учреждени регионта анчах мар, Раҫҫейре те паллă тесе асăннă.  Вĕрентекенсем каланă тăрăх, ҫĕршыври мĕнпур учрежденисем те пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе пуян мар, апла пулсан,  пирĕн регионтисем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче, ҫамрăксене ăс пухма условисем ҫав тери лайăх, студентсем ҫакна ҫирĕплетсех калаҫҫĕ.   

Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев студентсемпе тĕл пулнă май,  Шупашкарти электромеханика колледжĕнчен вĕренсе тухакан специалистсем регионти пысăк производствăсемшĕн питĕ усăллă пулассине каланă, вĕсем пысăк технологиллĕ хатĕрсене туххăмрах ăнланса предприятишĕн усăллă ĕҫсем тума пултараҫҫĕ.  «Ахальтен мар пулĕ, республикăра пысăк технологиллĕ производствăсем хута каяҫҫĕ.  Паллă, ҫакăн пек предприятисемшĕн паха, квалификациллĕ специалистсем кирлĕ.  Ҫак ҫӳлерех асăннă центрта тĕлĕнмелле лайăх яш-кĕрĕме тарăн пĕлӳ пухма», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Колледжра Михаил Игнатьев студентсемпе, аслă шкулсен ертӳҫисемпе тĕл пулса калаҫнă. Паянхи пурнăҫра инновациллĕ экономикăшăн пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесе кăларни питĕ вырăнлă тенĕ.

Шупашкарти электромеханика коллеждĕн директорĕ Алексей Судленков центр ĕҫĕ пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, вĕренӳ учрежденине тĕпрен модернизацилени пирки каласа кăтартнă.  Сăмаха май директор Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева регионта вĕренӳ пайне аталантарса пыма пысăк тĕрев панишĕн мухтанă.  Ҫак учрежденире пурлăхпа техника бази тĕпрен ҫĕнелнĕ, профессионалсене хатĕрлесе кăларассипе ҫĕнĕ направленисемпе ĕҫлени куҫкĕретех.

2012 ҫултан пуҫласа колледж Чăваш Республикинчи WorldSkillsRussia юхăмне аталантарассипе координаци  центрĕ пулса тăнă.   Чăваш Республики мĕнпур асăннă юхăмăн мероприятийĕсене активлă хутшăнать.  2012–2017-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе регионсен шайĕнчи 6 чемпионат ирттернĕ, вĕсенче 400 ытла ҫын хутшăннă, кунсăр пуҫне 400 эксперта явăҫтарнă.  

Икĕ ҫул хушшинче центр ĕҫне аталантарма пĕтĕмпе 631 млн тăкакланă, вăл укҫаран 78 проценчĕ федераци тата республика хыснинчен. 2016–2017-мĕш ҫулсем хушшинче МЦК базинче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 19 лаборатори вырнаҫтарнă, халăх валли 341 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне кăҫал тухнă Ҫыру пирки чарăнса тăнă, вĕренӳ пайне тĕпрен модернизацилесси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине тепĕр хут палăртса каланă. Паха специалистсем хатĕрлесе кăларасси кулленех кун йĕркинче пулмалла. Ку енĕпе каламасăрах паллă, ҫак ҫӳлерех асăннă вĕренӳ учрежденийĕ локомотив пулса тăрасси куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Атăлҫи тата Урал округĕсен  «КУКА Россия» аталантарассипе ĕҫлекен ертӳҫĕ Тимур Саттаров хăйĕн сăмахĕнче, пирĕн регионти центрпа тачă ҫыхăнса ĕҫлесси пирки палăртнă, кăсăклă проектсем те пĕрле хатĕрлеме шантарнă.

Уҫă тĕлпулăва вĕҫленĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн ҫитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă. Влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вĕренӳ тытăмĕнче ĕҫлекенсем, предприятисемпе организацисем пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕҫлесе пынипе республикăра экономика вăй илни сисĕнет, наукăпа промышленноҫ секторĕ те хăватлă аталанать тенĕ. Чи пахи, тĕлĕнмелле пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсе пыни пурне те хавхалантарать, производствăсем ҫĕкленни вара халăха пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтерет.  Палăртса хăвармалла, енчен те палăртнă ĕҫсем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсе пырсан, 2020-мĕш ҫул тĕлне халăхăн вăтам ĕҫ укҫи шайĕ 30 пине ҫитесси куҫкĕретех пулĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев. Професси пĕлĕвне аталантарассипе ĕҫлекенсене хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.     

Фоторепортаж



16 марта 2018
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter