Раҫҫейпе Крым пĕрлешнĕ куна халалласа Шупашкарта «Эпир пĕрле!» ятлă уяв концерчĕ иртнĕ

В столице Чувашии праздничный концерт в честь воссоединения Крыма с Россией собрал 3 тысячи человекПуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раҫҫейпе Крым пĕрлешнĕ куна халалласа Шупашкарта «Эпир пĕрле!»  ятлă уяв концерчĕ иртнĕ.  Ҫак кун хаваслă пулăма пухăннсене чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, пĕрлешӳ мĕнпур халăхшăн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ тенĕ вăл. «Эсир хамăрăн ҫĕршывшăн, тăван республика шăпишĕн яваплăха туякан ҫынсем. Сирĕнте патриотизм туйăмĕ ҫав тери лайăх хуҫаланать», - тенĕ вăл.

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ ҫакăн пекех пирĕн ҫĕршывшăн историллĕ пулăм пулса тăчĕ.  Раҫҫей гражданĕсем РФ Президентне суйларĕҫ. «Маларахри кăтартусем тăрăх, явка кăҫал Чăваш Енре питĕ пысăк пулнă, вăл 75 процента ҫитнĕ. Кун пекки тахҫантанпах пулман тесен те йăнăш мар.  Ҫав тери лайăх ҫитĕнӳ», - тесе мухтаса каланă вăл. «Пĕрлĕхре пирĕн вăй, пире никам та парăнтараймĕ, Сывă пултăр Раҫҫей!» - тенĕ Михаил Игнатьев уява пуҫтарăннисене саламланă май.  Чăваш Енре пурăнакансене пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăҫусем суннă, тĕнчере яланах мирлĕ тăнăҫ пурнăҫ пултăр тенĕ.  

Ҫак кун мероприятине обществăлла организацисенчен чылай хутшăннă.  «Промтрпактор» АУО сумлă ветеранĕ Иван Долгушин хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене саламланă май, Раҫҫей тата Крым историйĕ пирки каласа панă. Пирĕнтен нумайĕшĕ Крыма «Артек» тесе яланах аса илет, мĕншĕн тесен, шăпах та ун чухне унта кашни пулнă. Крым вăл пирĕн Президент, унта пирĕн ырă кăмăллă ҫынсем тенĕ ветеран хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Уяв концертне пухăннисене ҫак кун И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов саламланă. Республикăри ҫамрăксен ячĕпе «Волонтеры-медики»  сывлăх сыхлавĕн сферинче ĕҫлекен Ольга Брагина пухăннисене тав тунă. «Пурсăмăр та пĕрле ҫĕршыв ертӳлĕхне мухтатпăр. Раҫҫей тата Крым пĕрле пулнишĕн савăнатпăр, мăнаҫланатпăр», - тенĕ хĕрупраҫ.

Ҫак кун уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи  Юрий Васильев, Правительство членĕсем, хула ертӳлĕхĕ, тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсем, студентсем , пĕр сăмахпа каласан мĕнпур халăх пухăннă. Пĕтĕмпе 3 пин ытла ҫын уява хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.

Пирĕн республика Крымпа тачă ҫыхăнса ĕҫлет, икĕ регион хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем тахҫанах тĕвĕленнĕ.

2018 ҫулта нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Сочире инвестици форумĕ иртнĕ пулнă, ун чухне шăпах та икĕ субъект пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Крым Республикин Пуҫлăхĕ Сергей Аксёнов алă пуснă. Ял хуҫалăхĕпе, вĕренӳ, культура, туризм, спорт пайĕсенче пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем йĕркелеме плана кĕртнĕ.

Фоторепортаж



18 марта 2018
23:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter