Раҫҫей Федерацийĕн Президент суйлавне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ҫемйипе хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в выборах Президента Российской Федерации  Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президентне сасăламалли ĕҫ регионта палăртнă вăхăтпа килĕшӳллĕн пуҫланнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче йĕркеленĕ участокра сасăланă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев ҫапларах каланă, ҫĕршыв аталанăвĕн шанчăклă  пуласлăхĕ пирки сасăларăм тенĕ.

«Раҫҫейре паян чăн-чăн уяв.  Эпир Раҫҫей Федерацийĕн Президентне суйлатпăр.  Эпĕ вăйлă аталанса пыракан Раҫҫейшĕн, ҫĕршывшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн сасăларăм»,  —  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Сăмаха май, Михаил Игнатьев регионта мĕнпур сасăлав участокĕсенче ĕҫсем кирлĕ шайра йĕркеленсе пынине палăртнă.  «Чăваш Енри мĕнпур суйлавҫăсене, ҫĕршыв шăпишĕн яваплăха туйнăшăн тав тăватăп.  Шанатăп, суйлав пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртессине», — тенĕ вăл.   

Кăçалхи суйлав Шупашкарта пурăнакансемшĕн тепĕр самантпа та — рейтинг сасăлавĕпе те — асра юлĕ: паян вĕсем хулари хăш сквера, тӳреме е парка кăçалах хăтлăх кĕртмелли пирки хăйсен шухăшне пĕлтерме пултарчĕç.

Аса илтеретпĕр: республика ертӳлĕхĕ тăрăшнипе Шупашкар хули те федерацин «Хула хутлăхĕнчи хăтлăха йĕркелесси» приоритетлă проектне хутшăнать. Ку проекта пĕлтĕр çĕршыв Президенчĕн пуçарăвĕпе пурнăçлама пуçланă. Хула çыннисене меллĕ пултăр тесе рейтинг сасăлавĕн участокĕсене Раççей Президенчĕн суйлавĕ иртекен çуртсенчех вырнаçтарнă. Килекен çынсем Раççей Президентне суйланă хыççăн уçă рейтинг сасăлавне те хутшăнма хирĕç маррине палăртаççĕ. 

 Фоторепортаж



18 марта 2018
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter