Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Президент суйлавне çемйипе кайнă

Пирĕн республикăра пурăнакансем  çĕршыв ертÿçин суйлавне хутшăнаççĕ. Сасăлав участокне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа кайнă. Вĕсем Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче йĕркеленĕ участокра сасăланă.

"Раҫҫейре паян чăн-чăн уяв.  Эпир çĕршывăн Президентне суйлатпăр.  Вăйлă аталанакан Раҫҫейшĕн, ҫĕршывшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн сасăларăм",  —  тенĕ  Михаил Васильевич журналистсен ыйтăвне хуравланă май.

Çĕршыв шăпишĕн яваплăха туйса суйлава пыракан мĕнпур çынна вăл тав тунине палăртнă. 

 

Вера ТИТОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.


Р
18 марта 2018
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter