Владимир Путиншăн Чăваш Енри суйлавҫăсенчен 77,29 проценчĕ хăйсен сассисене панă

 Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтан кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуҫличчен, республика Пуҫлăхĕ ырă хыпар пĕлтернĕ, Наци лидерĕ Владимир Путин ыттисене кая хăварса ҫав тери пысăк кăтартупа мала тухса ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнине каланă. Суйлава ирттерме пулăшнă яваплă ҫынсене куншăн мухтаса тав тунă.

«Чăваш Республикинчи суйлавҫăсене чĕререн тав тăватăп.  Граждансен тивĕҫне кашни пурнăҫлани куҫкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Раҫҫей халăхĕ мăнаҫлă ҫĕршывшăн, ачасен пурнăҫĕ малашне те тивĕҫлĕ пултăр», – тесе хăйсен сассисене панă.

Раҫҫейри ЦИК протоколĕсен 99,75 процентне тишкернĕ хыҫҫăн, Владимир Путиншăн мĕнпур суйлавҫăсенчен 76,67 проценчĕ сасăланине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.  Раҫҫей Федерацийĕнче 56 млн яхăн ҫын Владимир Путин Президент пултăр тесе ҫирĕппĕн сасăланă.

Чăваш Республикинче суйлава 76,22 процент халăх хутшăннă. Историллĕ пулăм, кун пек пысăк  явка тахҫантанпах пулман, мĕнпур суйлавҫăсенчен 77,29 проценчĕ Владимир Путиншăн сасăланă, ҫав тери лайăх. «Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн республика 6-мĕш вырăнта тăрать. Ҫитĕнĕве 2012-мĕш ҫулхипе танлаштарсан чи лайăххи.  Маларахри ҫулсенчен кăҫалхи кăтартусем пысăкрах», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.

«Республикăра 15 муниципалитетра явка 90 процентран иртсе кайнă.  Регионта хуласем те пысăк кăтартусемпе кăҫал палăрнă.  Чăваш Енре паха, пысăк тавракурăмлă ҫынсем пурăннине ҫаксем пĕтĕмпех ҫирĕплетсе параҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.

Пĕлсе тăма, Чăваш Енре ҫакăн пек кăтартусем:

 

Владимир Путиншăн – 77,29% сасăланă,

Павел Грудининшăн  (КПРФ) – 12,3%,

Владимир Жириновскийшĕн (ЛДПР) – 5,29%,

Ксения Собчакшăн (Гражданская инициатива) – 1,36%,

Борис Титовшăн (Партия Роста) – 0,57%,

Максим Сурайкиншăн (Коммунисты России) – 0,7%,

Григорий Явлинскийшĕн (Яблоко) –  0,56%,

Сергей Бабуриншăн (Российский общенародный союз) 0,53%.

Паянхи пурнăҫра технологи вăй илсе пынине кура, бюллетенсене шутлама ҫав тери меллĕ пулнине каласа хăварнă. Сăмаха май суйлава хутшăннисене, йĕркелӳҫĕсене пурне те тав тунă. «Журналистсем те ҫак ĕҫе хастар хутшăнни куҫкĕретех, вĕсен тивĕҫĕ те пур», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ.  

Республикăри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс суйлав ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртнине палăртнă, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулманнине ырласа хăварнă.  

Чăваш Республикин прокурорĕн ҫумĕ Игорь Сахаров суйлавччен  вĕсен службине 8 ҫыру пынине пĕлтернĕ, хальхи вăхăтра вĕсемпе тĕрĕслев ĕҫĕсем пынине палăртнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ пĕрле килĕшсе пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă, ун чухне ҫитĕнӳсем те куҫкĕретех пулĕҫ тенĕ вăл.

«Владимир Путин кăҫал РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура тĕллевсене палăртнă, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн пурин те ырми-канми тăрăшмаллине каланă. Халăхăн тупăш пайне ӳстермелле, экономикăна вăйлатмалла ун чухне халăх пире тата та ытларах ĕненет», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Президенчĕн ĕҫне халăх пысăка хурса хаклать, ăна шанаҫҫĕ, ҫитес ултă ҫул хушшинче тĕнчере тăнăҫлăх хуҫаланассине лайăх ăнланаҫҫĕ.  Малашне те граждансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн тĕллевлĕн ĕҫсем пулса пырасси куҫкĕретех тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.



19 марта 2018
12:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter