Ҫурхи уй-хир ĕҫĕсен планĕ пирки тĕплĕн пăхса тухнă паяни канашлура

 Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин пайташĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче, кăҫалхи ҫурхи уй-хир ĕҫĕсен планĕ пирки каласа кăтартнă. Акса ҫитĕнтермелли лаптăк регионта 560 пин га йышăнать. Ҫурхисене вăл шутран 324 пин га ҫинче акса хăварма плана кĕртсе хăварнă.  Мĕнпур ӳсен-тăрансенчен 53 проценчĕ тыр-пул ҫитĕнтермелли лаптăксем.  Выльăх апатне хатĕрлемелли лаптăк – 37,9 процент, ҫĕрулми лаптăкĕ – 5,2 процент пуласси паллă, пахча-ҫимĕҫ – 0,8 процент йышăнĕ.  

Кăҫалхи ҫул ҫĕрулми лартса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсене ӳстерме тăрăшмаллине каланă ертӳҫĕсем, ҫак ыйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла тенĕ. Хальхи вăхăтра ҫĕрулмин хакĕ  питĕ аван. Республикăра ҫак культурăна лартса ҫитĕнтерме ятарлă техника та ҫителĕклĕ тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче Сергей Артамонов.

Ҫав вăхăтрах, хĕвел ҫаврăнăшне ытлашши акса ҫитĕнтермесен те юрать. Тепре чухне, ҫанталăк лăпкă тăман чух вăрлăх туса илме хĕн пулнине асăннă.

Чăваш Енри  «Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, регионта кĕркунне акса хăварнă культурăсем аван хĕл каҫнă. Нимĕнле хăрушлăх та ҫук тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.

Ертӳҫĕсем палăртнă тăрăх, республикăра кăҫал акса хăвармалли вăрлăхсем ҫителĕклĕ, вĕсенчен 71 проценчĕ кондициллĕ тесе хакланă.  Ҫак ĕҫ малалла та хĕрӳ пырать.

Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, регионти ял хуҫалăхĕсемпе фермер тата хреҫчен хуҫалăхĕсенче пĕтĕмпе 11,7 пин тонна тыр-пул ытлашши упраннине асăннă. Енчен те кăмăл пуррисем туянма та пултараҫҫĕ. Чи пахи вара 5,8 пин тонна тыр-пул элитлă шутланать.   

«Татнефть» ПАО ҫăмăллăх мелĕпе Чăваш Енри хуҫалăхсене топливо таврашне илме витĕм кӳрет.  Ҫурхи ĕҫсем вăхăтĕнче кун пек тĕрев парасси йăлана та кĕнĕ ĕнтĕ.  Аграри  тытăмĕнче ĕҫлекенсене валли самай ҫăмăллăх.

Район администрацийĕсенче тăрăшакансем пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ҫурхи ĕҫе тухма тракторсене 90 процента ҫити тирпейлесе ҫитернĕ ытти техникăсем те ҫуракине тухма хатĕр.

 Ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене кăҫал 23,9 пин га ҫинче пусă ҫаврăнăшне кĕртсе хăварма планланă.  Сăмаха май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх  министрĕ финанс ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Енчен те кăҫал ҫурхи ĕҫсене вăхăтра тирпейлесе ҫитерес тесен пĕтĕмпе 1,8 млрд ытла кирлĕ пулассине палăртнă ертӳҫĕ.  Аграри тытăмĕнче тăрăшакансен ҫăмăллăх кредичĕсемпе те усă курмаллине палăртнă.

Кăҫал ҫак асăннă комплекса тĕрев пама патшалăх енчен 2 582,2 млн куҫасси паллă. 2017 ҫулхипе танлаштарсан, кăтарту 6,5 процент пысăк.  Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне аграри пайĕнче ĕҫлекенсем пурĕ патшалăх енчен 216,8 млн илнĕ те.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта аграри пайĕпе ĕҫлекенсем ҫурхи ĕҫе питĕ хастар пулнине каланă, тухăҫа та тирпейлĕ пуҫтарса кĕртессе шанаҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине ҫурхи ĕҫсемпе ҫыхăннă кирек-епле ыйтăва та вăхăтра татса пама пулăшмаллине асăрхаттарнă.

«Шанатăп, банксем кредит памалли укҫасене ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансене вăхăтра куҫарса парасса», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Аграри пайĕн пуласлăхĕ пысăк.  «Владимир Путин РФ Федераци Федераци Пухăвне янă Ҫырура та кун пирки ҫирĕппăн каланă. Экспертсем те пĕр хуччен  ҫеҫ мар ҫирĕплетнĕ. Экологи енчен таса тавар яланах паха. Пирĕн тĕллев – таварсене вырнаҫтарма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси.  Ял хуҫалăхĕпе ĕҫлесси – тупăшлă.  Ҫарăксем питĕ хаваспах ҫак отрасльпе ĕҫлеҫҫĕ», – тенĕ вăл.  

Ҫурхи ĕҫсем вăхăтĕнче акса ҫитĕнтермелли вăрлăхсен хакĕсене сăлтавсăр пысăклатса яма юраманнине ҫирĕп асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   



19 марта 2018
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter