Леонид Черкесов депутат Шупашкарта сасăларě

 

РФ Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă депутачĕ Леонид Черкесов Президент суйлавне Шупашкарта хутшăнчĕ — хăй калашле, «тăван шкулта» вырнаçнă 2070-мĕш суйлав участокĕнче сасăларĕ.

«Эпĕ кунта регистрациленнĕ — çак шкул çумĕнчех вырнаçнă çуртра пурăнатăп. Яланах çак участокра сасăланă. Хальхинче те хамăр çуртра пурăнакансемпе пĕрлех сасăлас терĕм — вĕсенчен çурри суйлава килме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Мăшăрăмпа Надежда Николаевнăпа пĕрле килтĕмĕр. Ывăлăм Антон маларах сасăларĕ, кĕçех хĕрĕм Анна та суйлав участокне çитĕ», — пĕлтерчĕ вăл халăх нумаййине кура бюллетень илме кăштах черет кĕтме тивнĕ май.

Кабинăна кĕрсе тухнă хыççăн бюллетене урнăна ярсан, паллах, унран вăл мĕншĕн сасăлани пирки ыйтрăмăр.

— Тăнăçлăхшăн, республикăра тата çĕршывăмăрта пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн, ыранхи кунпа çыхăннă çирĕп шанăçшăн сасăларăм. Тата — Раççейĕн кашни çыннин ырлăхĕшĕн тăрăшма тивĕç, Раççейĕн çутă малашлăхĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕр вăйлă Президентшăн, — пулчĕ хурав.

Леонид Ильич суйлав кунĕнче чăннипех уяв атмосфери пулнине палăртрĕ: «Паçăр хула урамĕсемпе çаврăнса килтĕмĕр. Çынсем хаваслă, суйлав участокĕсене утакан нумай. Эпĕ суйлавсемпе пайтах ĕçленĕ — паянхи пек çын йышлă пулнине астумастăп. 60-мĕш шкулта та, акă, хăвăрах куратăр, çын нумай — сасăлава хастар хутшăнаççĕ».

Унăн сăмахне 2070-мĕш суйлав участокĕн председателĕ Вера Ефремова та çирĕплетрĕ: «Графикпе килĕшÿллĕн черетлĕ пĕтĕмлетĕве 11 сехет те 45 минутра тумалла — шутлама иртерех-ха. Анчах халăх нумаййи умĕнхи пĕтĕмлетÿ тăрăх та курăнать: 9 сехет те 45 минут тĕлнех суйлавçăсен 15% саслама ĕлкĕрнĕ. Пирĕн участокра суйлавçăсен шучĕ 2 пин çынран та иртет, тĕп йыш сасăлава хутшăнасси пирки иккĕленместĕп».

Николай КОНОВАЛОВ. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
19 марта 2018
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter