Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел встречу с руководством Ядринского районаПуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Етĕрне районне кайнă.

Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне тишкерессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне тытăниччен, чи малтан вăл Етĕрне районĕн пуҫлăхĕпе Олег Паликинпа тата Етĕрне районĕн администрацийĕн ертӳҫипе Андрей Софроновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Муниципалитетра ҫĕрсемпе аренда шучĕпе предприятисемпе организацисем усă курнăшăн парăмсем чылай пухăнса кайнине асăннă ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче. Сăмаха май, районăн газшăн, ҫутăшăн та  парăм укҫи пуҫтарăнни сисĕнет.

Регион Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе яваплăха туйса ĕҫлеменнисем патне суда искпа тухма, кирлĕ пек мерăсем йышăнма сĕннĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхпе пĕрле пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайне епле ӳстересси пирки те сăмахланă, ял хуҫалăх тытăмне вăй илтерес ыйту та кун йĕркинче тăнине палăртнă.

Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳлĕхне депутатсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хушнă, районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне кирлĕ пек шайра аталантарса пырассипе активлăрах ĕҫлеме каланă.

Фоторепортаж



02 марта 2018
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter