Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Красночетайского районаПуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай районне ĕҫлĕ визитпа тухса кайнă. Вăл унта муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономка аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă канашлăва хутшăннă.

Анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен чи малтан, республика Пуҫлăхĕ район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва Хĕрлĕ Чутай районĕн пуҫлăхĕ Александр Степанов тата район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Башкиров хутшăннă.  Ертӳҫĕсем район аталанăвĕ пирки сӳтсе явнă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти халăхăн, бюджетăн тупăш пайĕ пирки кăсăкланнă. 2017 ҫулта муниципалитетра ĕҫлесе пурăнакансен вăтам ĕҫ укҫин шайĕ 9,7 процента ҫити хăпарнă, кăтарту 19 пин те 714 тенкĕне ҫитнĕ. Александр Башкиров хăйĕн сăмахĕнче ҫак кăтартăва кăҫал та упраса хăварассине пĕлтернĕ.

Ял хуҫалăхне аталантарас, вак тат вăтам предпринимательлĕхе патшалăх тĕревне парса пулăшас ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.  Пĕлтĕр муниципалитетра инвестициллĕ 5 проект пурнăҫа кĕнĕ, вĕсемшĕн 98 млн тăкакланă, халăх валли 114 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ. Районта «Коминтерн» ЯХПК ҫĕнĕ ферма хута кайнă, унта харăсах мăйракаллă шултра выльăх 600 вырнаҫтарма пулать. Пуласлăхра кооператив тата та тепĕр пысăк объект хатĕрлеме тĕллев лартнă. Муниципалитетра производство вăйлă аталанать, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем те сахал мар йĕркеленеҫҫĕ, вĕсенче 23 ҫултан пуҫласа 40 ҫула ҫитнисем вăй хураҫҫĕ.

2018 ҫулта районта тепĕр пысăк проект пурнăҫа кĕртме пăхса хăварнă, пулас фермăра мăйракаллă шултра выльăх 1600 усрамалăх вырăн пулĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти актуаллă ыйтусене те кĕскен сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



02 марта 2018
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter