Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕн ĕҫне малтанласа пĕтĕмлетнĕ

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ертӳҫĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Ҫырăвне тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн сасăлав компанийĕн малтанласа палăртнă пĕтĕмлетĕвне тĕплĕн пăхса тухнă.  

Кунсăр пуҫне информаци ушкăнĕсен членĕсем халăхпа пĕрле ҫуркуннепе ҫуллахи тапхăрта пушартан асăрхас ыйтусене те сӳтсе явнă. Ҫак кун Пĕрлехи информаци ушкăнĕсен членĕсем республикăри аякра вырнаҫнă ялсене ҫитсе килнĕ, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансемпе тĕл пулнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.

Паян пĕтĕмпе информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем тата унăн членĕсем 276 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 7,5 пин ҫын хутшăннă.

Палăртса хăвармалла, яланхиллех информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем ҫынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă. Пурĕ 135 ҫын ытла влаҫ органĕсен ертӳҫисене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем пирки пĕлтернĕ. Ку хутĕнче халăх ытларах транспорт ыйтăвĕ, сĕт хакĕ пирки, бюджет сферинчи учрежденисенчи юсав ĕҫĕсем ҫинчен  сăмах хускатнă. Мĕнпур ыйтăва республика ертӳлĕхĕ ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.



21 марта 2018
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter