Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ырă тăвакансен юхăмне аталантарма пулăшакан канаш йĕркелесе яни пирки Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ырă тăвакансен юхăмне аталантарма пулăшакан канаш йĕркелесе яни пирки Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ҫумĕнчи ҫĕнĕ канаш влаҫ органĕсемпе активлă граждансен пуҫаруллă ĕҫĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе тимлĕ, пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕҫлеме витĕм парĕ.  Чăваш Енре чăнласах та ырă ĕҫ пурнăҫлакансен юхăмне вăй илсе пыма пулăшĕ.  

Кунсăр пуҫне палăртнă ҫĕнĕ канаш обществăра волонтёрсен ĕҫне пысăка хурса хаклама та май парĕ.  Граждансем ытларах та ытларах ырă ĕҫ тăвакансене шанма пуҫлĕҫ, вĕсене хисеплĕҫ.

Чăваш Республикинче волонтёрсен ĕҫĕ ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсене халăх мухтать, кирек-епле сферăра та анлă сарăлнă. Енчен те граждансем волонтерсен проекчĕсене хутшăнма кăмăл тăваҫҫĕ пулсан, чăннипех те халăх умĕнче пысăк хисепе тивĕҫ.    

Чăваш Енре волонтёрсен шучĕ кулленех ӳссе пырать.  2018 ҫул пуҫламăшĕ тĕлне пĕтĕмпе 1,6 пин пĕрлешӳ йĕркеленнине шутланă, вĕсенче 47 пин волонтер вăй хурать.

Ырă ĕҫ тăвакан организацисен шучĕ малалла та ӳссех пырать.  Кун пеккисем пурĕ хальлĕхе 5 организаци.   

Пĕтĕм халăхсем хушшинчи мероприятисене йĕркелесе пулăшма Чăваш Республикинче ырă ĕҫ тăвакансене хатĕрлеҫҫĕ.

Калăпăр, 2016 ҫулта Шупашкарти Волонтёрсен центрĕ Пĕтĕм тĕнче шайĕнче пулнă ҫамрăксемпе студентсен фестивальне яш-кĕрĕме хатĕрленĕ.

2018 ҫулта Чăваш Республикинче регионсем хушшинчи Ырă ĕҫ тăвакансен центрне хута янă.  2019 ҫулта Хусанта Тĕнче чемпионачĕ валли волонтёрсем хатĕрлеме пуҫланă.   Ырă ĕҫ тăвакансене укҫа-тенкĕ енчен те витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ.  Чăваш Республикинче ĕҫлекенсене, мал ĕмĕтлĕ, пуҫаруллă ҫамрăксене валли патшалăх премине пама пăхса хăварнă, пултаруллă ҫамрăксене стипенди парса хавхалантараҫҫĕ.  



21 марта 2018
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter