Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Координаци канашлăвĕн анлă ларăвне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в расширенном заседании координационного совещания руководителей правоохранительных органов Чувашской РеспубликиПуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Координаци канашлăвĕн анлă ларăвне хутшăннă, унта яланхиллех право хуралĕнче тăрăшакансем пуҫтарăннă. Палăртнă мероприяти Чăваш Ен Прокуратуринче иртнĕ.  Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусем – предприятисемпе организацисем ĕҫ укҫине вăхăтра тӳлеменни, предпринимательсен сферинче ĕҫлекенсен право йĕркине хӳтĕлесси тата ытти те.

Лару ĕҫне кĕртнĕ тĕп ыйтусене сӳтсе явиччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи ыйтусене Раҫҫей Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне янă кăҫалхи Ҫырура та палăртнине ҫирĕппĕн тепĕр хут аса илсе хăварнă.

Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – регионта ĕҫ климатне ырă енне улăштарса пырасси, бизнеса тĕрĕслесе пымалли йĕркене ҫĕнетесси.   Владимир Путин кулленех халăхăн ĕҫ укҫин виҫине ӳстерсе пымалли ҫинчен асăрхаттарсах тăрать, юлашки 6 ҫул хушшинче вăтамран пĕр икĕ хут айван пурăнакансен йышĕ чакмалла тет. «Пирĕн обществăна йĕркелĕхпе тивĕҫтермелле. Бизнес ҫирĕп «ура» ҫинче тăтăр тесе кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратмалла.  Вĕсем нимĕн шикленмесĕрех инвестици хывччĕр.  Халăх валли пысăк шалу укҫиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлеччĕр»,  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Кунсăр пуҫне республикăра вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культурăна, спорта тимлĕх уйăрасси те кун йĕркинчех тăмалла тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансем республикăра бизнеса аталанма хăтлă условисем йĕркеленине пысăка хурса хаклаҫҫĕ. «Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе юлашки виҫĕ ҫул хушшинче РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Ен хисеплĕ малти вырăнта тăрать. Ҫакă бизнес тата влаҫ пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине ҫирĕплетет»,  тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев сăмаха май, социаллă сферăри ҫитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă. Чи пахи регионта пурăнакансен вăтам ĕмĕрĕ 72 ҫултан иртсе кайни.  Апла пулсан, пирĕн республикăра халăха пурăнма условисем лайăх пулнине ҫак кăтарту та ҫирĕплетет.  Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куҫать, юлашки 5 ҫул хушшинче нумай ачаллă ҫемйесен шучĕ чылайланнă, 45 процент ӳснĕ.

Кăҫал федераци хыснинчен пулăшу ытти ҫулхисенчен тата та ытларах куҫать региона.  Палăртнă тăрăх, 21 млрд пуласси куҫкĕретех, 23 процент ӳсет.  

Михаил Игнатьев  Правительство малашне те социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕҫтерессине каланă. «Граждансен кирек-епле ыйтăвĕсене те уҫăмлăн хурав парăпăр»,  тенĕ вăл.

Координаци канашлăвĕн председателĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче, кун йĕркинчи ыйтусем ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, приоритетлă тесе хыпарланă, ҫакнах РФ Генеральнăй Прокуратури ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине пĕлтернĕ.  Пĕлтĕрхи ҫул республикăра ĕҫ укҫин парăмне пĕчĕклетме май килнине, ведомствăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухҫлă ĕҫлесе пынине каланă.

«Паянхи куна ытларах панкрута тухнă предприятисенче шалу укҫин парăмĕ сыхланса пырать. Кулленхи парăм та хальлĕхе хăш-пĕр предприятисенче пур»,  тенĕ прокурор Василий Пословский.

Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕн реестрĕнче, кăҫал 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне,  22 предприяти халăха вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтермен тесе шута илнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 70 млн яхăн.

Фоторепортаж



22 марта 2018
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter