Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание антинаркотической комиссии Чувашской Республики Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче  Чăваш Республикин наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Яланхиллех ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Канашлăва хутшăнакансем «Чăваш Республикинче халăхăн тата территорисен хăрушсăрлăхне ӳстересси» патшалăх программин наркотиксен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшне профилактикăлассипе çыхăннă çум программине 2017 çулта пурнăçланин тухăçлăхне сӳтсе явна.

Регион Пуҫлăхĕ ҫак асăннă ыйтăва республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне тишкерессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫĕсенче те пĕр хутчен ҫеҫ мар пăхса тухнине асăннă. «Район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем хăйсен умне лартнă ыйтусене питĕ лайăх ăнланаҫҫĕ, пирĕн малашне те йĕркесĕрлĕхе хуҫалантарма юрамасть, лару-тăрăва ырă енне улăштарса пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле»,   тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Паянхи ларăва пухăннисем Чăваш Республикинче наркăмăша халăх хушшинче сарассинчен асăрханса йĕркеленĕ программăн тухăҫлăхĕ пирки сӳтсе явнă, 2017-мĕш ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ. Аса илтеретпĕр, программăсен тĕп тĕллевĕ   наркотик таврашне ҫынсене сутассинчен асăрханасси, кирлĕ пек ҫивĕч мерăсем йышăнса хăварасси, халăха усал тавара хирĕҫ кĕрешме вĕрентесси, ҫынсен пурнăҫне сиен кӳни пирки те кулленех асăрхаттарасси.   2017 ҫулта ҫак асăннă программăна тĕплĕн пурнăҫа кĕртсе пыма 2 038,7 пин тенкĕ тăкакланă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче хими препарачĕсемпе асăрхануллă ĕҫленине палăртнă. Ҫамрăксемпе наркотик сиенĕ пирки кулленех уҫă калаҫусем йĕркеленине, халăх сывлăхне наркăмăш калама ҫук йывăр амантни ҫинчен пĕлтернине асăннă. Профилактика ыйтăвĕ кун йĕркинчех тăрать тенĕ министр хăйĕн сăмахĕнче. Ют ҫĕршыв гражданĕсем ҫак усал тавара хамăр ҫĕршыва, тăван тăрăха илсе килессинчен те яланах сыхă тăнине палăртнă паянхи ларăва пухăннă ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствинче ĕҫлекен штатра тăман тĕп специалист Ирина Булыгина докладра ытларах саккунсен йĕрки пирки чарăнса тăнă, енчен те ҫынсем сипленме лексен, вĕсен хăйсен ирĕкĕпе мĕнпур йĕркепе килĕшмелле тенĕ вăл. Саккунсен базине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин ĕҫ тата социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна ҫула ҫитмен 19 ҫамрăк тата 14 ҫемье наркотик «аллине» кĕрсе ӳкнĕ тесе хыпарланă. Вĕсене ҫак инкекрен сирсе хăварма ятарлă программа йышăннине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăх сипленсе тухнă хыҫҫăн, вĕсемпе малашне те профилактика ĕҫне йĕркелесе пымаллине асннă. Уҫă калаҫусем йĕркелени, сиен пирки тăтăшах асăнни, наркăмăшран сирсе хăварма пулăшасса шанса каланă.    

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министерствинче управлени пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Данис Шакуров хăйĕн докладĕнче пĕлтĕр наркотика пула йĕрке пăснă тĕслĕхсен йышĕ 73,9 процента ҫити ӳснине, айăплисене пурне те тенĕ пекех тупса палăртма, ҫийĕнчех явап тыттарма май килнине пĕлтернĕ сăмаха малалла тăснă май.  Йĕрке пăсассинчен асăрханса, ҫамрăксемпе ытларах паянхи пурнăҫра ырă ĕҫсем пурнăҫламаллине, час-часах спорта, культурăна вĕсене явăҫтармаллине чĕнсе каланă. Йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăнă, хăш-пĕр муниципалитетсенче ҫителĕксĕр ресурссем пулнине палăртнă.

Ку хутĕнче ларура Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова, Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Башкиров,  Шупашкар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Владимир Димитриев тарăн доклад тунă.   

Лару ĕҫне вĕҫличчен, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тĕрĕслев тата общество хăрушсăрлăхĕн Управленийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Ираида Алексеева регионти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарнă, мониторинг пĕтĕмлетĕвĕ ҫинчен чарăнса тăнă,  регионта наркотик енĕпе лару-тăру хăш шайра пулни ҫинчен каласа кăтартнă.

Кăтартăва пăхас пулсан, 2017 ҫулта лару-тăру япăхах мар пулни сисĕнет, 2016 ҫулхинчен наркотик «аллине» лекнисен шучĕ пĕчĕкленнĕ. Ытларах ҫак чирпе арҫынсем аптрани курăнать, кăтарту 89 процент хăпарнă, хĕрарăмсем те хальлĕхе пур-ха, вĕсен шучĕ 11 процента ҫитнĕ. 18 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитнĕ ҫамрăксем ҫак усалпа аташни паллă, кăтарту 57,1 процента хăпарнă. Республика тулашĕнче ĕҫлесе пурăнакансем ытларах усал ĕҫпе ҫыхăннă.  Халăх Канашра, Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта аптрани паллă.  

Палăртса хăвармалла, наркотикпа алхасакансен шучĕ Атăҫи федераци округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, юлашки пиллĕк ҫул хушшинче, пирĕн республикăра кăтарту пĕчĕк, апла пулсан, ҫак ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслесе тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăҫра ытларах ачасем ҫине те тимлĕх уйăрмаллине, вĕсене те сыхă тăма тăрăшмалла тенĕ.

Республика Пуҫлăхĕ ашшĕ-амăшĕсемпе, ачасемпе, вĕретекенсемпе кулленех тачă ҫыхăнура тăмаллине каланă, кирек-епле хыпара та вăхăтра пăхса тухса, ҫийĕнчех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнмаллине асăрхаттарнă. Ҫитес вăхăтра нормативлă база йĕркине те ҫĕнетес пирки ыйту кун йĕркинчех тăрассине хыпарланă.    

Фоторепортаж



22 марта 2018
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter