Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Глава Чувашии провел совещание с руководителями районов и городовПуш уйăхĕн 22 марта  Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, ертӳҫĕсем  муниципалитетсен пуласлăх аталанăвĕн ҫул-йĕрне тишкернĕ. 

Кăҫал регион Пуҫлăхĕ нарăс тата пуш уйăхĕсенче районсемпе хуласенче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Пĕлтĕрхи ҫул ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă, 2018 ҫул валли палăртнă тĕллевсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.  Граждансемпе пĕрле йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те пăхса тухнă. 

Мĕнпур канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев районсемпе хула ертӳлĕхĕсен халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн тата та ытларах тăрăшмаллине асăннă. Вырăнти ыйтусене татса пама халăха явăҫтармалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ҫынсем, паллах, сахал мар ыйту хускатнă: ҫуртсем таврашне илемлетесси, ҫулсене сарасси, медицина, вĕренӳ, культура, спорт енĕпе те кулленех сăмах пуҫарнă. Мĕнпур ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслеве илнине, вĕсене хурав пама шантарнă Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Раҫҫей Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура лартнă тĕллевсем питĕ актуаллă, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те тăрăшмаллине тепĕр хут аса илсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ача сачĕсемпе шкулсем хăпартса лартасси, демографи лару-тăрăвне ырă енне куҫарса пырасси, ҫурт-йĕрсем хута яма паракан кредитсен ставкисене пĕчĕклетесси те кун йĕркинчех.

Чи кирли  граждансен тупăш пайне ӳстерсе пыма витĕм кӳресси. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи ӳсет.  Чăваш Республикинче кăтарту  11 163  тенкĕпе танлашĕ. Федераци енчен  региона 174,5 млн пулăшу куҫать.  Апла пулсан, бюджет сферинче вăй хуракансен те шалу укҫи самай ӳсĕ. «2020-мĕш ҫул тĕлне 30 пинрен кая мар пулмалла ҫынсен уйăхсерен илекен ĕҫ укҫи», тенĕ Михаил Игнатьев.   Регион Пуҫлăхĕ Раҫҫей Президенчĕ, Раҫҫей Правительстви муниципалитетсем аталанса пыччĕр тесе  тимлĕх уйăрнине, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ ҫирĕп вăй илччĕр тесе сахал мар тĕрев панине каланă. Калăпăр, Канаш хули лайăх аталанса пыракан хула шутне кĕнĕ, малти вырăна тухнă. Ăна малашне те ҫирĕпленме РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче кирлĕ пек йышăнăва алă пусса ҫирĕплетнĕ, пулăшу куҫасси паллă.

Ҫулсерен Чăваш Ене Федераци хыснинчен каялла тавăрса памалли мар укҫа куҫать.  Калăпăр, 2018 ҫулта федераци бюджетĕнчен куҫакан укҫа виҫи 2017 ҫулхинчен 23 процент пысăк пулĕ.  Ҫак пулăшу пĕтĕмпех социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланать. 2018 ҫулта 819,4 млн ача сачĕсене хута яма, сывлăх сыхлавне аталантарма 17 млрд 963 млн пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин бюджечĕн 2018 ҫулхи тăкак пайĕ 58 млрд танлашать. «Республика бюджетĕнчи кашни тенки халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма тăкакланĕ», тенĕ Михаил Игнатьев.

Район тата хула администрацисен ертӳҫисен муниципалитет шайĕнчи программăсемпе активлăрах ĕҫлеме тăрăшмалла.  «Сирĕн паха пысăк проектсене пурнăҫа кĕртмелле», тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Канашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Михаил Игнатьев район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, нумай ҫул хушши тӳрĕ кăмăлпа хăйсене шанса панă ĕҫе пурнăҫланăшăн патшалăх наградипе чысланă.

Хисепе тивĕҫнисем: Николай Миллин Елчĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ, Евгений Лебедев – Пăрачкав районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ, Владимир Степанов – Канаш районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ, Светлана Войтенко – Вăрнар районĕн администрацийĕнче ĕҫсен управлени ертӳҫи пулса ĕҫлет,  Валерий Чайкин – Тăвай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ пулса тăрăшать, Нина Шпилевая – Улатăр районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ тата Юрий Ямсков Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕнче  ĕҫсен управлени ертӳҫи пулса вăй хуракан.  

Фоторепортаж



22 марта 2018
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter