Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин культурӑпа искусствӑсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! Отраслӗн хаклӑ ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Культура отраслӗнче вӑй хума пысӑк пултарулӑхпа чун туртни, хас­тарлӑх тата курӑмлӑ ӗҫлеме пӗлни кирлӗ. Пуҫаруллӑ та пултаруллӑ ҫынсем пи­рӗн пурнӑҫа ҫутӑрах тата пуянрах тӑваҫҫӗ. Вӗсем пулӑшнипе эпир ис­кусство произведенийӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса ӑса хыватпӑр, му­зыкӑпа, ли­тера­турӑпа, историпе, сӑрӑ ӳнерӗпе тӗплӗнрех те ҫывӑхрах паллашат­пӑр.

Культура тата йӑла-йӗрке сывӑ пулсан халӑх та чӗрӗ. Об­щест­вӑн пат­риотлӑхпа ҫемье хаклӑхӗсене вӑй парса тӑракан ӑс-хакӑл никӗ­сӗсене те вӗсемех хываҫҫӗ. Ҫав еткерлӗхӗн управҫисем вара шӑ­пах пултарулӑх спе­циаль­ноҫӗсене алла илнӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен нумай ен­лӗ ӗҫӗпе пархатарлӑ ҫут ӗҫне малалла аталан­тараҫҫӗ.

Культура ӗҫченӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас, рес­пу­бли­кӑра пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-халне аталантарас енӗпе тӑвакан ӗҫ-ӗн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Эпир Чӑваш Ен ҫӗршывӑн культура цен­трӗсенчен пӗри пулнипе мӑнӑҫланатпӑр, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗн­чери фестивальсемпе конкурссенче тӑван регион чысне хӳтӗлекен уш­кӑн­семпе уйрӑм юрӑҫсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнатпӑр.

Культурӑна аталантарасси тата пулӑшса пырасси яланхи пекех пат­ша­лӑхӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче. Отрасль валли уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Культу­рӑпа кану учре­ж­де­ни­йӗ­сен ты­тӑмне аталантарассипе тата культурӑпа искусство учрежде­нийӗсен пур­лӑхпа тех­ника никӗсне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ анлӑ ӗҫ малалла пы­рать.

Чӑваш  Ен культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем! Эпир сире общество ата­ланӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата историпе культура еткерлӗхне ти­вӗҫ­лӗн сыхласа упранӑшӑн тав тӑватпӑр.

Пархатарлӑ ӗҫӗр сире савӑнӑҫ кӳтӗр тата сирӗн хӑвӑр чун ӑшшине, пул­тарулӑхӑрпа ӑсталӑхӑра парнелекен ҫынсен чыс-хисепне тивӗҫ­мелле пултӑр.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, уяв кӑмӑл-туйӑмӗ, ырлӑх, пулта­рулӑхра ҫитӗнӳсем тата хавхалану сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                               Михаил Игнатьев



23 марта 2018
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter