Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси приоритетлă ыйту тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

  Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Яланхиллех ĕҫе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем хутшăннă.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – ҫуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.   Сăмаха май, Михаил Игнатьев Кемерово облаҫĕнче пулса иртнĕ инкек пирки асăннă, тарăн хурланни ҫинчен пĕлтернĕ.  Пушар ҫемьесене нимсĕр-мĕнсĕр хăварать.  Палăртнă структура пайĕнче ĕҫлекенсен асăннă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Республикăри лару-тăру ҫинчен Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн каласа кăтартнă.

2017 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа 2018 ҫул нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен пурĕ субъектра 238 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнĕ.  Кăтарту ӳсни сисĕнет. Пушарсенче 21,705 млн пурлăх ҫунса кĕлленнĕ, 14 ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă.  

Пушар ытларах йĕрке пăхăнманнишĕн алхасать. Хутса ăшăтмалли приборсемпе асăрхануллă пулманни, кăмакасем юсавлă марри  инкек патне илсе ҫитерет.  Граждансем ӳсĕрле йĕрке пăсни те куҫкĕретех.  Йывăр ҫемьесенче ҫитĕнекен шăпăрлансем вут-кăварпа алхаснă тĕслĕхсем те хальлĕхе пур-ха.  

Шыв объекчĕсенче пулнă инкексен шучĕ пысăк мар, пĕтĕмпе те 2 ҫеҫ. Регионта граждансем пурăнакан хваттерсенче газ системипе усă курма юранипе юраман ыйту ҫивĕч тăрать, юсавсăр приборсем пирки специалистсене вăхăтра пĕлтерсе тăмалла. Акă калăпăр, 2018 ҫулта пурĕ те нумай хваттерлĕ 2 ҫуртра ҫеҫ тĕрĕслевсем ирттерме плана кĕртнĕ. Вениамин Петров ҫак ыйтăва халăх хушшинче ытларах сармаллине чĕнсе каланă.    

Ҫурхи шыв-шур ыйтăвĕсем ҫивĕч тăраҫҫĕ.  Вениамин Петров 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн ларăвĕ иртнине палăртнă, плана пăхса тухса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ. Енчен те ҫанталăк туххăмрах ăшăтса ярсан, регионта 55 ял шыва кайма пултарĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса, кăҫал юр сийĕ ытти ҫулхисенчен чылай хулăм тенĕ.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ пĕлтернĕ тăрăх, халăхăн пăшăрханма кирлĕ мар, техника хатĕр, специалистсем кулленех сыхă тăраҫҫĕ. Республика Пуҫлăхĕ юнашар регионсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме сĕннĕ. Юхан шывсем тепре чухне пирĕн республикăна та сиен кӳме пултарасси паллă. «Хыпарсене вăхăтра тата туллин тĕрĕс пĕлсе тăмалла. Кирек-епле кăлтăка та вăхăтра сирсе ярассишĕн тăрăшмалла, хатĕр пулмалла», – тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тепĕр пысăк ыйту – ҫуртсем тăррисенчен капланса пăр е тата юр анни. Ку енĕпе те ҫынсен питĕ асăрхануллă пулмалла.  Ҫулсене те шыв юхăмĕсенчен вăхăтра тасатмалла. «Автомашина ҫулĕсен путăкĕсене вăхăтра тирпейлесе сармалла. Енчен те ĕҫсене вăхăтра мĕнпур ĕҫе йĕркелесе пымасан,  унсăрăн сире 5 млрд  сахал пулĕ», – асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Паян регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи ҫамрăксен кадр резервĕ пирки документа алă пуснине пĕлтернĕ. 



26 марта 2018
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter