Чăваш Енĕн тĕп хулинче ачасен канăвне йĕркелекенсен форумне ирттернĕ

Михаил Игнатьев приветствовал участников Республиканского форума организаторов детского отдыха Чувашской РеспубликиПуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче ачасен канăвне йĕркелекенсен форумне ирттернĕ.

Паллă пулăма министерствăсенче ĕҫлекенсем, район тата хула администрацийĕсенче ҫак ыйтусемпе тăрăшакансем, ашшĕ-амăшĕсем  тата ытти представительсем килсе ҫитнĕ.

Форума пухăннисене чи малтан республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă: «Кун пек форум регионта пуҫласа иртет. Ачасен канăвне йĕркелекенсен витĕмлĕхне ӳстересси, хушма мерăсемпе тивĕҫтересси те кун йĕркинчех», тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Регион Пуҫлăхĕ юлашки ҫулсенче финанс енчен ҫăмăлах мар луру-тăрура та ачасен канăвне йĕркелеме ҫителĕклĕ пулăшу куҫарса панине асăннă, кăтартăва пĕрре те чакарманнине хушса каланă.  Калăпăр, 2018 ҫулта  ҫак ыйтăва пурнăҫлама республика хыснинче 470 млн пăхса хăварнă. Путевкăсене ытларах нумай ачаллă ҫемьесенчи шăпăрлансене, йывăр ҫемьесенче усранакан ачасене тивĕҫтерме плана кĕртнĕ, вĕсене ҫăмăллăхсем пама палăртнă.   

Путевкăсене илес текенсен йышĕ сахал мар, апла пулсан, ашшĕ-амăшĕсем ачасен канăвне йĕркелесе панă условисемпе кăмăллă пулни куҫкĕретех тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Республикăра пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчен путевкăсене валеҫмелли тапхăр пуҫланĕ. «Ашшĕ-амăшĕсем ҫуллахи вăхăтра кашни ачан канăвĕ усăллă тата кăсăклă ирттĕр тесе шутлаҫҫĕ.  Апла пулсан, вĕсене ҫителĕклĕ таран условисем хатĕрлесе памалла», тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.

Кăҫал ҫуллахи каникулта 103 пин ачана кану лагерьĕсене ăсатма плана кĕртнĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ачасен канăвĕ кăсăклă пулсан, вĕсен тавракурăмлăхне те ӳстерсе пыма меллĕ тенĕ. Шăпăрлансен кăмăл-туйăмĕ ырă енне улшăнса пыни те куҫкĕретех пулĕ. Паллах, хăрушсăрлăх темине куҫран вĕҫертме никамăн та сăлтав ҫук. Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисемшĕн шикленмелле мар, пĕтĕмпех таврара йĕркелĕх хуҫаланмалла тенĕ вăл.  Республика Правительстви демографи лару-тăрăвне ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.  2017 ҫулта  тĕрлĕ сăлтавсене пула, кăтарту чакни сисĕнет.  Ҫав вăхăтрах палăртмалла, ҫынсен пурăнас ĕмĕрĕ  вăтамран 72 ҫулран та иртсе кайни вара пурсăмăра та хавхалантарать тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики тивĕҫлĕ вырăн йышăнса тăрать.   Ҫĕршыв Президенчĕ наци интересĕсене хӳтĕлеме ыйтать. Демографи лару-тăрăвне ырă енне куҫарма, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартса пыма чĕнсе калать.  Амăшĕпе ачисене хӳтлĕх пама федераци хыснинчен ултă ҫул хушшинче 3,4 триллионран кая мар тăкакланма палăртса хунă. Ҫемьесем тĕллевлĕн ҫак пулăшăва тивĕҫĕҫ», тенĕ Михаил Игнатьев.  

Сăмаха май, республика Пуҫлăхĕ ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин демографи ыйтăвне лайăх енне куҫарассипе палăртнă пуҫаруллă ĕҫсем пирки каласа кăтартнă форума пухăннисене.

Раҫҫейре виҫĕ ҫул хушшинче 270 пин ытла ача валли яслисем хăпартса лартмалла.  Ыйтăва пурнăҫлама федераци хыснинчен пурĕ 50 млрд регионсене куҫасси те паллă. «Вĕрентĕве аталантарас» патшалăх программине пурнăҫа кĕртме 20182019-мĕш ҫулсенче Чăваш Енре 2,5 пин пепке валли ача сачĕсенче вырăн йĕркелемелле. Амăшĕн капиталĕ программăна 2022-мĕш ҫулччен тăснă. Ҫемьере виҫҫĕмĕш пепке ҫуралсан, патшалăх пулăшăвĕ самай куҫать.  Ҫамрăк, тин ҫеҫ мăшăрланнисем те, хваттер илме ҫăмăллăх кредичĕсемпе усă курма пултараҫҫĕ.

Мероприятинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Волна» ачасен кану лагерĕн ушкăнне Тав ҫырăвне парса чысланă. Кунсăр пуҫне Ҫĕрпӳри «Звёздный» лагерьте ĕҫлекен Максим Сергеев, «Росинка» организацире педагог-йĕркелӳҫĕ пулса тăрăшакан Екатерина Чапурина хисепе тивĕҫнĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Сергей Кудряшов, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина    «Чăваш Енри ачасен канăвĕ» логотипне палăртассипе йышăннă республика конкурсĕн ҫĕнтерӳҫисене наградăсем парса хавхалантарнă.  Ҫĕнтерӳҫĕсене ҫакăн пекех Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев та саламланă.  Чи лайăх лагерь ятне Шупашкарти «Бригантина» тивĕҫнĕ. Канаш районĕнчи  А.Г.Николаев ячĕллĕ «Космонавт» кану лагерĕ тата «Жемчужина Чувашии» («Чăваш Ен мерченĕсем») ТМЯО та   лайăххисен йышĕнче.

Палăртса хăваратпăр, 2018 ҫулта регионта пурĕ ачасен канăвне йĕркелемелли 452 организацине шута илнĕ. Кăҫал 11 профильлĕ смена пулĕ, вĕсенче 800 ытла шăпăрлан хутшăнĕ. 

Фоторепортаж



26 марта 2018
07:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter