РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чулхулара анлă канашлу ирттернĕ

Михаил Игнатьев принял участие в заседании Совета при полномочном представителе Президента РФ в ПФОПуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чулхулара анлă канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри -  Атăлҫи тăрăхĕнчи субъектсенче ҫурт-йĕр строительствин рынокне аталантарасси. Ҫак кун канаш ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Михаил Мень, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсен ертӳҫисем, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн представителĕсем, федераци службисен регионсенчи уйрăмĕсен пуҫлăхĕсем, ĕҫ тăвакан влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансем, обществăлла организацисен ертӳҫисем хутшăннă.    

Ларăва уҫнă май, Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче, шăпах та виҫĕ ҫул каялла Пензăра Михаил Мень ҫакăн йышши канаш ларăвне хутшăннине аса илнĕ.  Ун чухне ҫурт-йĕр строительствин ыйтăвĕсене те анлăн тишкернине палăртнă, халăха пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен хăтлă хваттерсене куҫарас ыйту та кун йĕркинчех тăнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Унтанпа сахал мар комплекслă ĕҫсем йĕркелесе ирттернĕ. Кашни регионăн ыйтăвĕсене тишкерсе кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.  Программăсене пурнăҫа кĕртме укҫа-тенкĕ енчен тĕрев панă. Хăшĕ-пĕрисене Раҫҫей Федераци шайĕнче татса панă.  Нормативлă база йĕркине те ҫĕнетсе пынă», тенĕ Михаил Бабич.  

«Паянхи пурнăҫ таппинче, виҫĕ ҫул хушшинче йĕркелесе ирттернĕ ĕҫе тĕплĕн тишкересси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тухăҫлăх ҫинчен сӳтсе явмалла, хăш ыйтусене тĕпрен улăштарма май килменни пирки те чарăнса тăмалла. РФ Президенчĕ лартнă тĕллевсене епле пурнăҫа кĕртсе пыни ҫинчен те ыйтусене тишкермелле. РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура та кирлĕ пек тарăн тĕллевсем палăртнă Президент. Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн кашнин тухăҫлă ĕҫлесе пырассишĕн тăрăшмалла», — тенĕ Михаил Бабич.  

РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ ҫĕршыв Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура палăртнă тĕллевсем пирĕн кулленхи ĕҫ пулса тăмалла тенĕ.  Ҫулсерен ҫĕршывра 80 млн тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута каять, кăтартăва ӳлĕмрен 120 млн тăваткал метр чухлĕ ҫитерме тăрăшмалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Масштаб паллă, ун патне ҫитессишĕн сахал мар тăрăшма тивĕ. Ҫăмăллăх программисене йышăнмалла, ипотека кредитне вăй илтермелле, объектсене хута ярассипе ҫыхннă ҫĕр ыйтăвĕсене те татса памалла.   Ҫĕршывра хăш-пĕр строительство компанисем йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ, вĕсене пулăшу парасси те кун йĕркинчех тăмалла. Йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене пĕтĕмпех татса памалла, малашне ун пеккисем ан пулччĕр тесе пурин те асăрхануллă пулмалла», тенĕ Михаил Бабич.  Сăмаха май, Атăлҫи федераци тăрăхĕнче ҫурт-йĕр строительствин ыйтăвĕпе регионсем курăмлă ĕҫлесе пынине палăртса хăварнă. 2017 ҫулта пурĕ 15 млн 570 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартса лартнă. Раҫҫейри мĕнпур калăпăшран вăл 20 процент шутланать.  Асăнса хăвармалла, пирĕн округра пурĕ 82 пин предприяти строительство енĕпе ĕҫлет, вĕсенче 530 пин ҫын тăрăшать. 2017 ҫулта ипотека кредичĕн ставки 10,6 процент ҫеҫ пулнă, чи пĕчĕк шай тесен те йăнăш мар.  Кăтарту малашне тата та пĕчĕкленесси куҫкĕретех пулĕ.     

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 ҫулта ҫу уйăхĕнче кăларнă Указа пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе чылай ыйтăва татса панă, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен хăтлă хваттерсене куҫарассипе те курăмлă ĕҫленĕ. «Ыйтăва 99 процент пурнăҫланă.  Пурĕ 2,7 млн тăваткал метр чухлĕ ҫурт ҫĕкленĕ.  Ҫĕнĕ хваттерсене 180 пин ҫын илсе хăйсен кăмăлне тултарнă», тесе ырă хыпара каланă вăл сăмаха тăсса.  Канаш ларăвĕнче нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленин кăтартăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. 2019 ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫак ыйтăва татса пама палăртнă тĕллевсем ҫинчен сăмахланă.

РФ строительство Министрĕ Михаил Мень хăйĕн докладĕнче Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенче строительсво ыйтăвĕпе япăх мар ĕҫленине асăннă. «Кăтарту ытти чухнехинчен 23 процент хăпарнă. Пысăк ҫитĕнӳ. Ипотека кредитне илессипе те курăмлă ĕҫленĕ.  Ҫĕршывра ҫав шутрах, Атăлҫи тăрăхĕнче те ҫитĕнӳсем чылай, ӳсĕм 30 процент нумайланнă.   Ҫурт-йĕр илме паракан ипотека кредичĕ лайăх ĕҫлет.  Федераци енчен вăтамран 20 млрд куҫнă.  Кунсăр пуҫне регионсем хăйсем те ҫак программа валли хушма укҫа пăхса хăвараҫҫĕ», тенĕ Михаил Мень.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта строительство кирлĕ пек шайра аталанса пынине палăртнă. Пурĕ субъектра 3 пин ытла предприяти шутланать, вĕсенче 23,1 пин ҫын вăй хурать. 2017 ҫул ытти регионсенчи пекех, пирĕн республикăра та кăштах строительство пайĕнче тăрăшакнсем йывăрлăха сисрĕҫ, халăх ҫурт-йĕр туянманни курăнчĕ.

Республикăра граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен хăтлă хваттерсене куҫарассипе йышăннă патшалăх программи пĕлтĕр туллин пурнăҫа кĕнĕ.  Халăха чаплă хваттерсемпе тивĕҫтерме 5 млрд яхăн укҫа тăкакланă, 12857 ҫыннăн ҫурт-йĕр ыйтăвне татса панă. «2010-мĕш ҫултан пуҫласа строительство ыйтăвĕсене пурнăҫлама ял хуҫалăх валли уйăрнă 2 пин га ҫĕр лаптăкне ҫурт-йĕрсем хăпартса лартма куҫарнă. Палăртнă калăпăшран, хальлĕхе 40 проценчĕпе усă курнă та. Объектсене вăхăтра хăпартмалла строительство прдприятисен, халăха хваттерсемпе тивĕҫтермелле», тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



26 марта 2018
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter