Паянхи планеркăра ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тӳреммĕнех тӳлемелли ĕҫ хучĕ ҫинчен калакан ҫĕнĕ саккун йĕркине тишкернĕ

 Раҫҫей Федерацийĕн Ҫурт-йĕр кодексĕн ҫĕнĕлĕхĕсем пирки, коммуналлă пулăшушăн çынсем çав ресурссемпе тивĕçтерекен компанисемпе тӳрремĕнех татăлма пултарасси пирки, паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе анлăн пăхса тухнă.

Аса илтеретпĕр, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсем саккуна пĕр сасăллă пулса йышăннă, малашне халăхăн ресурссемпе тивĕҫтерекенсемпе ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетме ирĕк пур, малтан ҫак ĕҫе управляющий компанисем урлă ҫеҫ пурнăҫласа пыма май килнĕ. Апла пулсан, ӳлĕмрен организацисем тĕллевсĕр укҫапа тăкакланаймĕҫ, граждансем коммуналлă пулăшусемшĕн ресурссемпе тивĕҫтерекенсем патне тӳрремĕн укҫа куҫарма пуҫлĕҫ.   

Регион Ертӳҫи ҫĕнĕлĕхсене кура, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнче ĕҫлекенсен хăйсен ĕҫ йĕркисене ҫĕнĕлле пăхса тухмаллине чĕнсе каланă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансен те аякра тăрса юлмалла мар ҫак ыйтусене сӳтсе явнă чухне.

Маларахри ҫулсенче регионта управляющий компанисем хăш-пĕр йывăрлăхсем кăларса тăратнă пулнă, ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн халăхран пухăннă укҫапа тĕллевлĕн усă курманни те сисĕннĕ.  Малашне кун пек пăтăрмахсем пулмĕҫ, мĕнпур ĕҫ уҫăмлă пуласси те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Укçа тӳлевне çĕнĕлле пухма пурнăç хăех хистет: тепĕр компанисем халăхран çутăшăн, шывшăн, газшăн укçа пухаççĕ, анчах ресурссемпе тивĕçтерекенсене вăхăтра куçарса памаççĕ. Çĕнĕ йĕрке çине куçарма потребитель хăй те, ресурспа тивĕçтерекен предприяти те ыйтма пултарать.   Михаил Игнатьев халăхпа ытларах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелесе пымаллине каланă.  Граждансен нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех ресурссемпе тивĕҫтерекенсемпе килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетмелле.  Ҫак ҫĕнĕ йышăннă саккун ака уйăхĕнчен пуҫласа пурнăҫа кĕресси те паллă.

Паян канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак кунсенче Чулхула облаҫĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ йĕркелесе ирттернĕ пысăк канаш ларăвĕ пирки те каласа кăтартнă.  Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе строительство ыйтăвĕ кун йĕркинче тăнине асăннă.

 «Экономикăна хăватлантараканĕ строительство пайĕ пулнине эпир пурсăмăр та лайăх чухлатпăр.  Ытти отрасльсем те, паллах, сахал мар витĕм кӳреҫҫĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура  ҫурт-йĕр хута янин калăпăшĕ 80 млн тăваткал метртан 120 млн  тăваткал метр чухлĕ хута ямаллине палăртнă.  Ҫулталăк ҫитĕнĕвĕ кулленех хăпарса пымалла тесе калать.  Енчен те ҫак ҫитĕнӳсем патне ăнтăлас тесессĕн, ытларах стандартлă объектсем хута ямалла.  Ипотека кредичĕпе те анлăн усă курма тăрăшмалла.  Банк тытăмĕнче тăрăшакансене ипотека кредичĕсен ставкисене кăштах та пулин чакарма сĕннĕ, халăх та ҫакнах кĕтет тенĕ  вăл сăмаха тăсса.   Ипотека кредитне илессипе те курăмлă ĕҫлемелле.  Ҫĕршывра ҫав шутрах, Атăлҫи тăрăхĕнче те ҫитĕнӳсем чылай, ӳсĕм 30 процент нумайланнă.   Ҫурт-йĕр илме паракан ипотека кредичĕ лайăх ĕҫлет.  Федераци енчен вăтамран 20 млрд куҫнă.  Кунсăр пуҫне регионсем хăйсем те ҫак программа валли хушма укҫа пăхса хăвараҫҫĕ. Патшалăх программине Чăваш Республики хутшăнать. Кăҫал регионта ҫурт-йĕр строительствине вăй илтерме Шупашкар хулине 670 млн куҫать, ҫак пулăшупа транспорт инфратытăмне ҫĕнетме плана кĕртсе хăварнă.

 Ку хутĕнче Михаил Игнатьев граждансем пая кĕрсе хваттер илме шут тытнисем пирки те чарăнса тăнă, укҫа-тенкĕсен виҫи ҫинчен сăмах пуҫарнă. Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсем йĕркелес ыйту та ҫивĕч тăрать. Атăлҫи федераци округĕнчи регионсене тишкернĕ хыҫҫăн, пирĕн республикăра та пухăнакан мĕнпур укҫапа 20 проценчĕпе ҫеҫ усă курни сисĕнет.  «Укҫа ахаль выртать, ĕҫлемест тесен те йăнăш мар.  Ку темăна тепре чухне уйрăммăн тишкерĕпĕр», – тесе асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ йĕркелесе пынă канаш ларăвĕнче сывлăх сыхлавне аталантарассипе ҫыхăннă ыйту та хăйĕн вырăнне тупнă.

Паянхи планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Виктор Вексельбергпа «Химпром»  бази ҫывăхĕнче сусăрсем валли ятарлă центр хута ямалли пирки калаҫса килĕшни ҫинчен ырă хыпара пĕлтернĕ.  Пулас учреждени ĕҫсем ҫинчен  тĕрлĕ сĕнӳсем тăратма чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ канашлăва пухăннисене.   



26 марта 2018
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter