Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в очередной сессии Государственного Совета Чувашской РеспубликиПуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Чи малтан Пухăва пуҫтарăннисем, Кемерово облаҫĕнче пулнă  пушар инкекĕнче вилнисене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн докладĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, хăш-пĕр ыйтусем ҫинчен сăмахланă, суйлав кампанийĕ ҫав тери йĕркеллĕ, саккунпа килĕшӳллĕн уҫăмлă иртнине палăртнă.  Чăваш Республикинче пурăнакансене пурне те суйлава хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, граждан тивĕҫне пурнăҫланăшăн ырланă. Пĕтĕмпе Раҫҫейре халăхăн 67 проценчĕ суйлава хутшăннă. Чăваш Енре кăтарту тата пысăк, 76 процентран та иртнĕ.  

«Раҫҫейре халăх Президента пĕр сасăллă пулса уншăн хăйсен сассине панă.  Наци лидерĕ Владимир Владимирович Путин Президент пултăр тесе 56 млн ҫын сасăланă. Ҫав тери ĕнентерӳллĕ ҫĕнтерӳ», – тенĕ сăмаха тăсса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.  Сăмаха май, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Ҫырури тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ятарлă план пăхса тухса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ вăл. Чи пахи халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланни. Хальлĕхе кăтарту 72 ҫулран иртнĕ пулсан, малашне тата та пысăкрах тума, вăтам кăтартăва 80 ҫула ҫитерессипе ҫине тăрса пурин те ĕҫлемеллине чĕнсе каланă парламент Председателĕ.  Пирĕн республикăра ҫынсем вăрăм ĕмĕрлĕ пулни – регионта пурăнма хăтлă условисем пулнине ҫирĕплетет тенĕ.  Сывлăх сыхлавĕ кирлĕ пек шайра аталанать, социаллă сфера вăй илет, экологи ыйтăвĕ тивĕҫлĕ пулса пырать,  обществăра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех, патшалăх йышăнакан программăсем те пурнăҫа пĕтĕмпех кĕни никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Ку хутĕнче депутатсем сессире Чăваш Республикин Конституцийĕ пирки калакан саккун ҫĕнĕлĕхĕсем ҫинчен те ĕҫ хутне тишкернĕ. Ҫĕнĕлĕхсене пĕтĕмпех, Раҫҫей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшӳллĕн йышăнассине асăннă ертӳҫĕсем. Ларура паян кун йĕркинчи ыйтти саккун проекчĕсене тĕплĕн тишкернĕ, кашнипе тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Налуксемпе ҫыхăннă ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйламалли саккун йĕрки ҫĕнелнĕ. Депутатсем икĕ вулавра сусăр ҫынсене предприятисемпе организацисенче ятарлă вырăнпа тивĕҫтересси ыйтăва та тишкернĕ. Енчен те организацире 100 ҫынран та ытла ĕҫлет пулсан, вĕсен йĕрке тăрăх виҫĕ процентран кая мар сусăрсене илмелле. Енчен те предприятире 35-100 ҫын кăна ĕҫлет пулсан, вĕсен кăтарту кăштах пĕчĕкрех, пурĕ те 2 процент ҫеҫ пулмалла. Енчен те ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех саккунсемпе килĕшӳллĕн пулса пырсан, Чăваш Республикинче тата та 500 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ йĕркеленесси куҫкĕретех тесе сăмаха тăснă Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев.

Тепĕр пысăк сĕнӳ, депутатсем граждансене обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫе явăҫтарма ыйтаҫҫĕ. Республикăри районсемпе хуласенче халăх дружинисене ытларах йĕркелеме, вĕсене укҫа-тенкĕ енчен те кăштах тĕрев парсан аван пулнă пулĕччĕ теҫҫĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ҫак ыйтăва саккун йĕркине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсен, туллин тивĕҫтерме пултарĕҫ. Енчен те халăх дружинин членĕсем инкекре вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлсан, вĕсен ҫемйисене пулăшу парасси те пĕлтерĕшлĕ пулмалла тенĕ  депутатсем, ҫĕнĕ саккун йĕркине икĕ вулавпа пăхса тухнă.

 Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче хальлĕхе пĕтĕмпе пурĕ халăх дружинисем – 26, вĕсенче 478 ҫын вăй хурать.  2017 ҫулта халăх дружинин пайташĕсем пĕтĕмпе 3,5 пин ытла мероприятине хутшăннă, йĕрке тунă.  Пурĕ ҫак тапхăрта йĕрке пăснă 10 тĕслĕхе тупса палăртнă, 3,5 пин ытла ҫынна административлă майпа явап тыттарма ĕҫ хутне ҫырнă. 

Фоторепортаж



27 марта 2018
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter