Кăҫал регионта икĕ уйăх хушшинче промышленноҫ производствин индексĕ 8,3 процент чухлĕ ӳснĕ
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене тишкернĕ, 2018 ҫулта кăрлач тата нарăс уйăхĕнче республика хыснине епле пурнăҫласа пынине пăхса тухнă.
Чăваш Республикин промышленноҫ производствин индексĕ ҫак ҫӳлерех асăннă тапхăрта 108,3 процентпа танлашнă, таварсене 27,9 млрд тенкĕлĕх тирпейлесе кăларнă, вăл 109,2 процент пулать.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа электротехника кластерĕнче чылай ҫитĕнӳ тума май килнине пĕлтернĕ. Кăтарту палăртнă тытăмра 111,9 процентпа танлашнине асăннă, электронлă оптика таварĕсене тирпейлессипе ҫитĕнӳ 178,4 процент хăпарнине палăртнă. «Марпосадкабель» АО тата «Завод «Чувашкабель» АО таварсем тирпейлесе кăларассипе кăтартăва 36 процент ӳстернĕ, кунсăр пуҫне «Хевел» ТМЯОра лайăх динамика сисĕнет, Оренбургри СЭС–1 тата СЭС–3 электростанцисенчи строительство ĕҫне пурнăҫлама чылай тĕрлĕ хатĕр тирпейлесе кăларать. «РЖД» АУО валли те самай ятарлă хатĕрлесем кăларнă, вĕсене «ЭЛЛАРА» АО кулленех паха пысăк технологиллĕ хатĕрсем калăпласа парать. Ытти промышленноҫ предприятийĕсем те ҫитĕнӳсемпе палăрни куҫкĕретех. «Ырă ӳсĕме ҫакăн пекех Шупашкарти тракторсен завочĕ те лайăх кăтартса пырать. Кăтартусем япăх мар, анчах та татса паман ыйтусем хальлĕхе тăрса юлнă-ха», – тенĕ вице-премьер.
Хими таварĕсене тирпейлесе кăларассипе кăштах чакни курăнать. «ДюПон Химпром» тата филиал АО Фирма «Август» «ВЗСП» организацисем производство калăпăшне пĕчĕклетнĕ. «Паян складсенче таварсене тулли хатĕрлесе тăратнă. Сезон вăхăтĕнче вĕсене вырнаҫтарма тĕллев лартатпăр», – тесе пĕлтернĕ Владимир Аврелькин. Машинăсем калăпласси тата вĕсене тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕҫтересси те кăштах чакнă.
Чăваш Республикинче ҫĕнĕ производствăсем хута ярассипе ĕҫсем хĕрӳ пыраҫҫĕ. Сăмаха май, Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал пуш уйăхĕнче «Химпром» ПАОра ҫĕнĕ производство хута янине ырă хыпара тепĕр хут аса илсе хăварнă. Шупашкар хулинче Индустри паркĕнче «НПО «Каскад» АОра ҫĕнĕ корпус ҫĕклесе ларнă. Кăҫал ҫакăн пекех Химпромра ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕресси те паллă, унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 700 млн танлашĕ. 2018 ҫулта танк-контейнерсем калăплакан ҫĕнĕ производство хута яма тĕллев лартнă.
Кăҫал Индустри паркĕнче йывăр таварсем тиекен машинăсем тата ял хуҫалăх техникисем валли турбокомпрессорсем тирпейлесе кăларакан производство хута яма плана кĕртнĕ. «Новочебоксарский» ятлă теплица комплексне хута ярасси те кун йĕркинчех.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 2018 ҫулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа юрăхсăра тухнă техникăна пуҫтарса прахăҫламалли ставка 15 процента ҫити хăпарасси те паллă тенĕ. «Ӳлĕмрен пирĕн тăрăхра калăпланса тухакан таварсемпе пурте кăсăкланĕҫ. Складсенчи пурлăхсем ултă уйăх хушшинче пĕтĕмпех вырнаҫăнса пĕтесси те куҫкĕретех пулĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин. Апла пулсан, пирĕн ҫĕршывра тирпейленекен таварсем ытти ҫĕршыврисенчен пĕрре те кая мар. Ял хуҫалăх таварне тирпейлесе кăларассипе те ҫитĕнӳсем ҫук мар. Кăтарту 2016 ҫулхи кăрлач тата нарăс уйăхĕсенчипе танлаштарсан, 108 процента ҫити хăпарни сисĕнет. «Строительство» пайĕнче 2018 ҫулта кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче 2,6 млрд тенкĕлĕх ĕҫ пурнăҫланă. Планпа пăхса хăварнинчен, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 88,4 процент шутланать. Мĕнпур ҫăлкуҫсенчен пухăннă укҫа-тенкĕпе 40,3 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута янă. Вăл пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе пăхас пулсан 195,9 процентпа танлашнă.
2018 ҫулта кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче халăхăн уйăхсерен илекен вăтам ĕҫ укҫин шайĕ 23560 тенкĕне ҫитнĕ, вăл 107,9 процент пулать. «Пĕтĕмĕшле кăтартусене пăхас пулсан, 8 процент хăпарни сисĕнет», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вице-премьер.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина кăҫал икĕ уйăх хушшинче республика бюджечĕпе епле ĕҫлесе пыни пирки каласа ăнлантарнă.
Республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 6714,8 млн танлашнă, вăл шутран регионăн харпăр хăй тупăшĕ 2668,3 млн. Чăваш Республикин хыснине федераци центрĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа 4046,5 млн кĕнĕ, пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăртипе танлаштарсан вăл 144 процент пулать.
Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4684,7 млн ҫитнĕ (112,9 процент). Республика бюджечĕн профицичĕ ҫак асăннă тапхăрта 2030,1 млн танлашнă. Апла пулсан, тупăш пайĕ бюджетăн тăкакран чылай пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республика Правительстви хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе туллин та вăхăтра тивĕҫтерсе пырать, укҫа-тенкĕне те объектсене хута яма тĕллевлĕн тăкаклать.
Ку хутĕнче республика Пуҫлăхĕ бюджетăн харпăр хăй тупăшне тултарса пырасси пирки те ҫине тăрса ĕҫлемеллине каланă. Халăха предприятисемпе организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫлесе пырассинчен асăрхасах тăмаллине тепĕр хут ҫирĕппĕн палăртнă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче, регионти пурнăҫ лайăххине халăх вăрăм ĕмĕрлĕ пулни ҫирĕплетет тенĕ, кăтартупа Раҫҫейри субъектсем хушшинче Чăваш Республики 16-мĕш вырăнта тесе пĕлтернĕ. Ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ министр сăмаха пĕтĕмлетсе.