Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раҫҫейре Хурлăх кунĕ

 Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Указ алă пусса ҫирĕплетнĕ, унта вăл  ҫĕршывра пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хурлăх кунĕ тесе йышăннине ҫирĕплетнĕ.  Аса илтеретпĕр, мĕнпур халăх Кемерово облаҫĕнче пушарта вилнисем пирки тарăннăн хурланни ҫинчен пĕлтерет.

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕнче Патшалăх ялавĕсене антармалла, культура пайĕнче савăнăҫлă мероприятисем ирттерме юрамасть, теле-радио компанисен те ҫак йĕркене ҫирĕп пăхăнмалла.   Инкеке лекнĕ ҫемйисене пулăшу пама Раҫҫей Федерацин Правительствин тата регионсенчи патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансен те тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.  Кун пирки указра ҫырса хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Кемерово облаҫĕнчи суту-илӳ центрĕнче пулса иртнӗ пушара пула ҫынсен пурнăҫӗ татӑлни пирки вӗсен тăванĕсемпе тата ҫывăх ҫыннисемпе пĕрле тарăннăн хурланнине пĕлтернӗ. «Чăваш Ен халăхĕ сирӗнпе пӗрле хурланать. Пурне те чăтăмлă тата тӳсĕмлĕ пулма сунатпăр», ­- тесе ҫырнă Кемерово облаҫĕн кĕпӗрнаттӑрĕ Аман Тулеев ячӗпе янă телеграммăра



27 марта 2018
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter