Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, Ашшĕсен канашĕн Председателĕпе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Вопросы достойного воспитания молодого поколения обсуждены в ходе встречи Главы Чувашии Михаила Игнатьева с депутатом Госсовета Чувашии, Председателем Совета отцов, президентом Федерации современного пятиборья Чувашии Алексеем МурыгинымПуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, Ашшĕсен канашĕн Председателĕпе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса пырас  ыйту тавра сăмахланă.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырас ыйтăва та кун йĕркинчех тытнă.  Ҫамрăк яш-кĕрĕмĕн патриотизм туртăмне вăйлатасси, ҫемье туприне, йăли-йĕркине упрама вĕрентесси тĕп тĕллевсенчен пĕрисем пулса тăраҫҫĕ паянхи пурнăҫ таппинче.   

Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ регионти ҫемьесем Раҫҫей Президенчĕн сĕнĕвне, патшалăх тивĕҫтерекен тĕреве пысăка хурса хакланине пĕлтернĕ. 2020-мĕш ҫулччен, ҫамрăк ҫемьесенче иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫуралсан, ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама уйăракан ипотека кредичĕн ставки 6 процент пулни, самай пысăк пулăшу.  Строительство пайĕшĕн те витĕмлĕ, лару-тăру ырă енне куҫасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл.

Алексей Мурыгин Чăваш Республикинчи Ашшĕсен канашĕ тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине асăннă. Регионти шкулсенче тăтăшах ятарлă тĕлпулусем иртнине, унта Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн пайташĕсем хутшăннине пĕлтернĕ, телейлĕ ҫемье  текен ăнлава та сахал мар тишкернине асăннă.  Сăмаха май, пĕр пуҫтарăннă чухне,  паян спорт ыйтăвĕ ҫинчен те чарăнса тăнă.  

Алексей Мурыгин Чăваш Енри пиллĕк енлĕн аталанса пымалли кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕ Раҫҫейре, Чăваш Республикин Спорт министерствинче  2017 ҫулта раштав уйăхĕнче аккредитациленнине каланă, 2018 —2020-мĕш ҫулсем валли федераци план йĕркелесе ҫирĕплетнине палăртнă.

Пиллĕк енлĕн аталанса пымалли кĕрешӳ  спорчĕн федерацийĕ валли регионта пĕтĕмпех условисем ҫителĕклĕ пулнине палăртнă. Пистолетран тĕллесе перессипе, чупассипе, шывра ишессипе тата ытти енсемпе аталанса пыма ҫынсене нимĕнле йывăрлăх та кăларса тăратмасть тенĕ ертӳҫĕ.  Кăҫал авăн уйăхĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ ача-пăчасен спорт шкулĕнче пиллĕк енлĕ кĕрешӳ спортне йĕркелесе яма шут тытнине асăннă. «Федераци умне икĕ тĕллев лартатпăр.  Пысăк профессионалсем хатĕрлеме тата массăллă спорта аталантарма», — тенĕ Алексей Мурыгин. Пуҫласа кăҫал Шупашкарта ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă кĕрешӳ спорчĕпе ăмăртусем пулĕҫ. Унта республикăри тĕрлĕ вĕренӳ учрежденийĕсенчен яш-кĕрĕм хастар хутшăнма кăмăл тунă тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Алексей Мурыгина ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Пирĕн ҫитĕнекен ăру тĕрĕс-тĕкел, ырă ҫитĕнтĕр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшмалла.  Яш-кĕрĕмсен кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ҫирĕп пулмалла.  Спорта кулленех ҫӳремелле, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетмелле», — тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Фоторепортаж



27 марта 2018
12:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter