Кемĕр хулинчи суту-илӳпе кану центрĕнчи хăрушă пушарта вилнисене асăнса Шупашкарта хурлану акцийĕ иртнĕ
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта Республика тӳремĕнче халăх йышлăн пухăннă, унта Кемерово облаҫĕнче пушар инкекĕнче вилнисене асăнса хурлану акцийĕ иртнĕ.
Граждансен пуҫаруллă сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, республикăн тĕп хулинче ятарлă вырăн хатĕрлесе тăратнă, унта ҫынсем чĕрĕ чечексем пырса хураҫҫĕ, ҫурта ҫутаҫҫĕ, вĕсемшĕн кĕлĕ вулаҫҫĕ.
Кемерово облаҫĕнче суту-илӳ центрĕнче ҫак сĕмсĕр пушарта вилнĕ халăха пуҫ тайса граждансем хăйсем тарăннăн хурланни пирки пĕлтереҫҫĕ. Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă, чечексем хунă.
«Ҫак хăрушă инкек Раҫҫейре пурăнакан мĕнпур халăха пăшăрхантарать. Пысăк ҫухату пуриншĕн те. Тăванĕсемпе тата ҫывăх ҫыннисемпе пĕрле хурланни ҫинчен пĕлтеретпĕр», - тет республика Пуҫлăхĕ. Сăмаха май, ҫак инкекшĕн айăплисем явап тытассине шанса каланă.
Эрне пуҫламăшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ планерка ирттернĕ, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтересси кулленех кун йĕркинче тăмаллине ҫирĕп асăрхаттарнă. Уйрăмах халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче пĕр самантлăха та тимлĕхе ҫухатма юрамасть тенĕ вăл.
Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫĕршывра хурлану кунĕ пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче тесе Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.