Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Паян, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем, чи малтан Кемерово облаҫĕнче суту-илӳпе кану центрĕнче пушарта вилнисене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă.  

Ларăва пухăннисем Чăваш Республикин пĕлтĕрхи ҫулăн республика бюджечĕн тĕп паллисем пирки тата ăна пурнăҫланипе ҫыхăннă проект саккунне тишкернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Фарида Муратова анлă доклад тунă.

Аса илтеретпĕр, 2017 ҫулта республика бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăш пайĕ 43974,8 млн танлашнă, каламасăрах паллă, 2016 ҫулхинчен 6,3 процент пысăк.  Чăваш Республикин республика хыснин тăкак пайĕ 2017 ҫулта 43867,2 млн тенкĕпе танлашнă. (2016 ҫулхипе пăхас пулсан  110,6 процент).

Чăваш Республикин патшалăхăн шалти парăмĕ 2018 ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14120,8 млн ҫитнĕ, планпа пăхса хăварнă маларахри тапхăртан 82,8 млн чухлĕ сахалтарах.  Ҫулталăк хушшинчи республика бюджетне пурнăҫланă кăтартăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатине те парĕҫ.  

Правительство членĕсем паян пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2017 ҫулхи бюджечӗн тӗп паллисене епле пурнăҫланипе ҫыхăннă саккун проектне те тишкернĕ.

Федераци саккунĕсем улшăнса пынине кура, Чăваш Республикинче халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи пирки ĕҫ хутне паян ларура анлăн тишкернĕ. Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ  Сергей Димитриев тарăн доклад тунă. Кирек-епле ҫĕнĕлĕхсем пирки те кашни кварталта Росстатпа Чăвашстатăн официаллă сайчĕсенче хыпарсем вырнаҫăнса пымаллине каланă министр.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Ҫырури тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе йышăннă планпа паллаштарнă, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен тĕп приоритечĕсем пирки чарăнса тăнă.  

План икĕ пайран тăрать: пĕрремĕшĕнче  – уйрăм категорире тăракан граждансене тивĕҫлĕ тĕрев парасси, аслă ҫулсенчи ватăсене, нумай ачаллă ҫемйесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтересси, пахалăхлă медицина пулăшăвне парасси. Вĕренӳ пайне аталантарасси, ҫамрăк специалистсене яла явăҫтарасси те кулленхи ыйту пулса тăнине палăртнă вăл.   Ырă ĕҫ тăвакансен (волонтерсен) юхăмне аталантарса пыма витĕм кӳресси те актуаллă тенĕ сăмаха тăсса.

 Иккĕмĕш пайра ытларах региона инвестици явăҫтарассипе ĕҫсем йĕркелесси, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне вăй илтересси, таварсене экспорта куҫарасси, пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлекенсене патшалăх енчен тĕрев парасси пулĕ тенĕ вице-премьер.  Халăхăн ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пырасси, ипотека кредичĕн ставкисене пĕчĕклетесси, автомашина ҫулĕсене сарнă чухне пысăк технологисене пăхăнса пырас ыйту та ҫав тери ҫивĕч тăрать тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин доклада итленĕ хыҫҫăн, хăш-пĕр сĕнӳсем панă, вĕсене ĕҫре шута илме хушнă.  

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин Строительство министрĕ хатĕрленĕ йышăнăва та пăхса тухнă, унпа тĕплĕн министр Владимир Михайлов паллаштарнă.

Иртнĕ ҫулсенче нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫланипе чылай ҫăхав пулнă халăхран. Енчен те ҫак ҫӳлерех асăннă ĕҫ хутне йышăнса хăварсан, чăрмавсене сирсе яма пулĕ тенĕ министр. Анчах та, республикăри нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелекен фондăн пĕтĕмпех ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртме тивĕ, хăйсен ĕҫĕсенче тĕпе хумалла. Кăҫалхи ҫĕнĕ программăна кĕртсе хăвармаллине асăрхаттарнă Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Иван Моторин.   

Ларура ертӳҫĕсем ҫĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусене те тишкернĕ, Вăрнар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Ҫĕмĕрлепе Тăвай районĕсенчи ял хуҫалăх валли уйăрнă 40 ҫĕр лаптăкне промышленноҫа вăй илтерме пăхса хăварнă.    



28 марта 2018
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter