Чăваш Республикине икĕ кунлăх ĕҫлĕ визитпа Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки сумлă делегаципе килсе ҫитет
Пуш уйăхĕн 29-30-мĕшĕнче Чăваш Республикине икĕ кунлăх ĕҫлĕ визитпа Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки сумлă делегаципе килсе ҫитет. Сумлă делегацийĕн ĕҫлĕ программинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа палăртнă тĕлпулу, Правительство членĕсемпе канашлу ирттересси.
Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ тата бизнес тытăмра ĕҫлекен ертӳҫĕсем Чăваш Енри пысăк промышленноҫ предприятийĕсемпе паллашĕҫ.
«Шанатпăр, уҫă калаҫу, ĕҫлĕ визит икĕ еншĕн те экономика тĕлĕшĕнчен усăллă пулассине. Пирĕн компанисем хапăл тусах Чăваш Республикипе ĕҫлеҫҫĕ, малашне те тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлса пырĕҫ», - тет яланах Тоёхиса Кодзуки.
2017 ҫулта ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Японин Премьер-министрĕпе Синдзо Абэ ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ун чухне шăпах та, 2016 ҫулта раштав уйăхĕн 15-16-мĕш кунĕсенче РФ Президенчĕ Японине кайнă чухне ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки килĕшӳсем тунă, суту-илӳпе, экономика, политикăпа гуманитари тытăмĕнче пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫлесси пирки калаҫса килĕшнĕ. «Япони Раҫҫейшĕн чаплă партнер. Эпир яланах вĕсемпе ĕҫлеме хатĕр. Икĕ ен активлă аталанса пытăр тесе йышăнакан мерăсене эпир яланах хапăл тусах йышăнатпăр», - тесе каланă РФ Президенчĕ ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче.
2018 ҫулта Раҫҫейре Япони ҫулталăкне, Японире Раҫҫей ҫулĕ тесе йышăнасси пирки ҫав тери ҫӳллĕ шайра килĕшнĕ.
Синдзо Абэ Японин Премьер-министрĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 24-26-мĕш кунĕсенче Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумне хутшăнма кăмăл тунă.
Палăртса хăваратпăр, Японипе Чăваш Республики тачă ҫыхăнса ĕҫлетĕр тесе субъект Пуҫлăхĕ сахал мар кирлĕ пек мерăсем йышăнать.
2013 ҫулта ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Мускавра Японипе Раҫҫейĕн пысăк форум ĕҫне хутшăннă. Ун чухне Михаил Игнатьев тата Японин Премьер-министрĕ Синдзо Абэ ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Чи пысăк ĕҫсенчен пĕри – Чăваш Ен тата Япони хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелени. 2015 çулхи юпа уйăхĕнче Шупашкарта Volkswagen концерн автомобилĕсем валли саппас пайсем тăвакан Япони завочĕ ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн Чăваш Енри тĕллевне пурнăçлама «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары» общество никĕсленĕ. Вăл Шупашкарти электроаппаратура завочĕн иккĕмĕш площадки пулнă лаптăкри корпуса жгутсем хатĕрлеме кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă, проекта пурнăçа кĕртме 260 млн тенкĕ хывнă.
Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕн официаллă делегацийĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă. Вĕсем ун чухне ĕҫлĕ визитпа Японине кайнă. Регион Ертӳҫи «Раççей-Япони бизнес-диалогĕ» форумра сахал мар ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Михаил Васильевич регионăн инвестици илĕртӳлĕхне вăй паракан уйрăмлăхсемпе паллаштарнă, Чăваш Ен Правительстви экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç производстви тĕлĕшпе Японипе пĕрешкел политика тытса пыни çинчен каланă. Чăваш Ен инновацие аталантарас енĕпе малти регионсен шутне кĕнĕ, Раççейри 85 субъект хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Çĕршыври Инвестици климачĕн наци рейтингĕнче — бизнес валли лайăх условисем йĕркеленĕ регионсен малти вырăнĕнче, 2-мĕш тăрать. Паян республикăра Испанири, Германири, Сербири, Италири тата Японири тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ компанисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ун чухне Михаил Игнатьев Японири компанисене пирĕн республикăна инвестици хывма, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи, строительство индустрийĕнчи тата туризм комплексĕнчи ăнăçлă технологисене ĕçе кĕртмелли пысăк проектсене пурнăçлама хутшăнмашкăн йыхравлатăп тенĕ. Ун чухне шăпах та, Hitachi, Ltd компанин Мускаври представительствин директорĕ Тосиюки Цугэ Чăваш Республикине предприятисен производство лапамĕсемпе паллашас тĕллевпе килессине пĕлтернĕ.
Республика Правительстви тытса пыракан политика тĕллевĕ — инноваци процесĕсене пуçарасси, хавхалантарасси, пурнăçпа ĕç-хĕлĕн мĕнпур сферинче инновацисене çул парасси. Чăваш Ен «Инноваци ĕç-хĕлĕ» индекс кăтартăвĕпе Раççейри субъектсен рейтингĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать.
«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев — регион хăйĕн предпринимателĕсемпе хăватлă пулнине ăнланакан ертӳçĕн лайăх тĕслĕхĕ», — тенĕ «Ĕçлĕ Раççей» президенчĕ Алексей Репик Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн XII съезчĕн мероприятийĕсен вăхăтĕнче. «Ĕçлĕ Раççей» президенчĕ, «Р-Фарм» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ, РФ Общество палатин инвестици климачĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Алексей Репик Чăваш наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем республикăри инвестици климачĕ пирки ыйтнине хуравланă май регионсен инвестици рейтингне ĕçлĕ климата лайăхлатассипе çыхăннă тăрăшулăх та витĕм кӳни çинчен каланă. «Çак ĕçе субъект Пуçлăхĕн команди тума тивĕç. Ăçта çав команда ĕçлеме пултарать, субъект Пуçлăхĕ бизнес аталанăвне тĕпе хурать — унта лайăх кăтартусем пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев — регион хăйĕн вăйлă предпринимателĕсемпе хăватлă пулнине ăнланакан Ертӳçĕн лайăх тĕслĕхĕ», — тенĕ вăл.
Федераци Канашĕнче тĕрлĕ халăхсен ĕҫĕсене йĕркелесе пыракан Комитетăн председателĕ Константин Косачев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейпе Япони хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăнусем пулнине ҫирĕплетет. Чăваш Республики кирек-епле ҫĕнĕ проекта та чи малтан хутшăнма тăрăшнине палăртать. Ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать тет сумлă ертӳҫĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пире ытти халăхсем яланах шаннине, хисепленине асăнать. «Шанатăп, ӳлĕмрен тата та Японисен пысăк производствăсем пирĕн регионта хута каяссине», — тесе калать.