Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри – кăҫлалхи ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри –  кăҫлалхи ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем.  Ку хутĕнче ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикин вице-премьерĕ Сергей Артамонов 2018 ҫулта ҫуркунне йĕркелесе ирттермелли уй-хир ĕҫĕсен планĕ пирки тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ 2018–2019-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе региона 884 пин тонна тырă хатĕрлеме тивĕ тенĕ.  Вăл кăтартуран ытларах пайĕ выльăх апатне валли тăкакланасси паллă.  Кăҫал акса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕ пурĕ 560 пин га йышăнĕ. Пĕлтĕрхи ҫулпа танлаштарсан 100,9 процент. 2018 ҫулта ҫурхи ӳсен-тăран культурин лаптăкĕ 324,3 пин га пуласси паллă.

Кĕрхи культура республикăра пурĕ 80,5 пин га йышăнать. «Планпа пăхса хăварнинчен 76,7 процент ҫакă.  Федераци лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртнĕ. Кĕрхи культурăна акса хăварассипе плана Шупашкар тата Ҫĕмĕрле районĕсем кăна тултарнă. Ҫулталăк питĕ япăх пулнă пĕлтĕр, лăпкă тăманнине кура, уй-хире кĕме йывăр пулнă. Сăлтавĕ ҫакă районсен», – тенĕ вице-премьер. «Паянхи куна илес пулсан, кĕрхи культурăсем йĕркеллĕ, хĕлле сивĕпе пĕтмен. Нимĕнле хăрушлăх та ҫук», – тенĕ Сергей Артамонов.

Пĕлтĕр тăпра нӳрĕк тăнипе тыр-пула кирлĕ пек пуҫтарса илменни сисĕнет.  Кун пекки пирĕн республикăра кăна мар, Раҫҫейри ытти регионсенче те лару-тăру ҫапла.  Тăпран пулăхне ӳстерсе пымаллине, вăрлăхсен пахалăх шайне те ӳстерсе пырассипе ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă вице-премьер.

Паянхи пурнăҫ таппишĕн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – тырă хакĕ пĕчĕкленни. «Хăш-пĕр районсенче ӳсен-тăран акса ҫитĕнтернипе кăна тупăш илме хĕн. Пур-пĕрех пирĕн ҫĕр лаптăкĕсене чакарса пыма нимĕнле сăлтав та ҫук», – тесе асăрхаттарнă Сергей Артамонов.

«Ҫĕрулми лартса ҫитĕнтерессипе Раҫҫейре те, ҫав шутрах пирĕн республикăра та лаптăксене хуҫалăхсем пĕчĕклетсе пынă. Тавар хакĕ пĕчĕк пулнине кура, хуҫалăхсем тăкак тӳсни сисĕнет, пурĕ пĕлтĕр республикăра 2 пин га ҫĕре пăрахăҫланă.  Кăҫал вара лару-тăру кăштах урăхларах пулĕ. Хаксем улшăннă, халăх пысăк укҫапа ҫĕрулмине туянать. Пирĕн регионта ҫĕрулмине тирпейлесе пуҫтарма условисем япăхах мар, техника пур. Апла пулсан, кăҫал районсенче ҫĕрулмин лаптăкĕсем ӳсессине шанатпăр тенĕ Сергей Артамонов.

Пахча-ҫимĕҫ культурине ҫынсем кирек-хăҫан та хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  2013-мĕш ҫултанпах пирĕн республикăра купăста, хăяр, кишĕр тата ытти культурăна пуҫтарса илессипе ӳсĕмлĕ ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Халăх пĕлтĕрхи ҫул кăна кăштах йывăрлăх тӳсрĕ тесе пĕлтернĕ вице-премьер Сергей Артамонов.  Регионта кăҫал ӳсен-тăран акса хăварма пурĕ 49 пин тонна тыр-пул кирлĕ пулĕ. Нимĕнле чăрмав та ҫук, вăрлăхсем паха тата ҫителĕклĕ. Им-ҫамламалли хатĕрсем 20 пин тонна кирлĕ пулĕ кăҫал. Хальлĕхе 5,7 пин тонна хуҫалăхсем туяннă та ĕнтĕ. Топлива таврашне хуҫалăхсенче хатĕрлесе хунă, кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 56 процентран та иртсе кайнă.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсем усăсăр выртни, кăтарту 58,9 пин га танлашать. Кăҫал 23,9 пин га ҫĕр лаптăкне пусă ҫаврăнăшне кĕртме планпа пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ҫурхи ĕҫсене туллин пурнăҫлама 1,8 млрд кирлĕ пулĕ тенĕ. «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, лару-тăру япăхах мар, пурте хатĕр. Хуҫалăхсем банксенче кредит илме йывăр тесе пăшăрханса пĕлтереҫҫĕ. Нимĕн пытармасăрах каламалла, тыр-пул хакĕсем пĕчĕк пулни, хуҫалăхсене сиен кӳни сисĕнет. Сĕт хакĕ те пĕчĕк. Кун пирки те аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсем ҫирĕплетеҫҫĕ.  Льготăллă кредитсене илме ĕҫ хучĕсене ҫирĕп тĕрĕслеҫҫĕ, ĕҫ-пуҫ вăрăма тăсăлса каять. Ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансемшĕн кашни кун шутра. Тепре чухне ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене пурнăҫлама кредитсем вăхăтра та куҫмаҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Палăртса хăваратпăр, пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне республикăри хуҫалăхсем 283,1 млн патшалăх енчен пулăшăва тивĕҫнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кăҫал ҫурхи ĕҫсем кая юлса пырассине пăшăрханса пĕлтернĕ. Ҫанталăк ăшă мар, ака вĕҫĕ тĕлне кăна уя тухма май пулать пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ҫурхи ĕҫсем ҫăмăлах пулмĕҫ кăҫал.   Пурне те йывăрлăхсене парăнтарма, тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă премьер-министр.



28 марта 2018
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter