Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Тоёхиса Кодзукипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Тоёхиса Кодзукипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
«Пирĕншĕн паян ҫакăн пек сумлă делегацине кĕтсе илни пысăк чыс. Ҫав тери ҫӳллĕ шайра калаҫса килĕшнĕ кăҫал Раҫҫейре Япони ҫулталăкне, Японире Раҫҫей ҫулне йышăнасси пирки. Эсир пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ май, малашнехи экономика аталанăвĕн тухăҫлă ҫул-йĕрĕсем пирки йышăнусем тăвăпăр. Пĕр-пĕриншĕн тĕлпулу усăллă пулассине шанатпăр», — тенĕ хăнасене Михаил Игнатьев.
Сăмаха май, регион Пуҫлăхĕ 2016 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн сумлă делегацийĕпе пĕрле, ун йышĕнче пулнă май, «Раҫҫей-Япони бизнес-диалогĕ» форум ĕҫне хутшăнни пирки аса илсе хăварнă. «Ун чухне манăн шăпах та, Япони халăхĕ пирки ырă кăмăл-туйăм ҫуралчĕ», — тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Тоёхиса Кодзуки хăйĕн сăмахĕнче, ҫакăн пек чаплă сума сунса кĕтсе илнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьева. «Эсир, чăннипех те Японисемпе ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлчăр тесе сахал мар тăрăшатăр», — тенĕ Посол.
«Эпир лайăх чухлатпăр, регион вăйлă аталаннине, ҫĕршыври Инвестици климачĕн наци рейтингĕнче те РФ 85 субъекчĕ хушшинче 2-мĕш вырăнта тăнине. Ҫак питĕ пысăк ҫитĕнӳ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, паха ĕҫ опытне хамăр тăрăхра тĕпе хума тăрăшăпăр», — тенĕ сумлă хăна. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе, культура, спорт, ял хуҫалăхне аталантарасси ҫав тери регионта курăмлă пулнине палăртнă вăл.
«Пирĕн ҫĕр айĕнче пурлăх ҫук, анчах та эпир ĕҫлеме юратакан халăхпа пуян. Эпир ҫынсем ҫине инвестици хыватпăр. Халăха пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе паратпăр. Ҫивĕч тупăшусенче яланах мала тухассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр. Эпир юлашки виҫĕ ҫул хушшинче РФ 85 регионĕ хушшинче яланах малтисен вырăнĕнче», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Икĕ ен ҫав тери хăватлă аталанса вăй илсе пынине те каласа хăварнă. 2017 ҫулта Японипе Чăваш Енĕн тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕн калăпăшĕ 9,8 млн США долларĕпе танлашнă. Кăтартăва енчен те 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, 12,7 хут пысăк.
Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки хăйĕн сăмахĕнче 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускавра Раҫҫей тата Япони ҫулталăкне хаваслă лару-тăрура уҫма плана кĕртнине пĕлтернĕ. Ун чухне ертӳҫĕсем те пулĕҫ тенĕ вăл. «Ҫакăн пек чаплă пулăм умĕн эпир сирĕн тăрăхра. Ӳлĕмрен те ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳссе пырĕ», — палртнă вăл.
Ҫак кун уҫă калаҫăва Японин Раҫҫейри Посольствин министрĕ Хироси Тадзима, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.