Чăваш Республикине Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки икĕ кунлăх ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ
Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикине регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йыхравĕпе сумлă хăна – Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки килсе ҫитнĕ.
Сумлă делегацийĕн йышĕнче — Японин Раҫҫейри Посольствин министрĕ Хироси Тадзима тата ытти сумлă ертӳҫĕсем.
Ĕҫлĕ кун йĕркин программипе килĕшӳллĕн, вĕсем чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулĕҫ, республика Правительствин членĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттерĕҫ.
Ҫакăн пекех региона килсе ҫитнĕ делегаци, Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ республикăри пысăк предприятисен ĕҫ-хĕлĕпе паллашĕҫ.