Регионта Япони делегацийĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу иртнĕ

Состоялась встреча с представителями японской делегацииПуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки ертсе пыракан делегаци ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ.  Правительство ҫуртĕнче чи малтан хăнасем республика Пуҫлăхĕпе тĕлпулу, каярах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Регионти бизнес-пĕрлешӳ ертӳҫисем те уҫă калаҫăва хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  чăваш ҫĕрĕ ҫинче хăнасене ăшшăн кĕтсе илнĕ. «Эпир Япони ҫĕршывне тахҫанах пĕлетпĕр, унăн тĕлĕнмелле пысăк истори.  Тĕнче шайĕнче Япони таварĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Кăна эпĕ 2016 ҫулта, Японире ĕҫлĕ визитпа пулнă чухне курса ĕнентĕм», – пĕлтернĕ хăй шухăшне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Япони ҫĕршывĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлессишĕн сахал мар тăрăшнине каланă вăл. Кирек-епле ыйту ҫине те яланах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Нумай ҫуллăха инвестици хывма регионта питĕ меллĕ тенĕ вăл сăмаха май. Производствăсене аталанма условисем ҫителĕклĕ пулнине ҫирĕплетнĕ. Апла пулсан, проектсене пурнăҫа кĕртме аван пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Япони компанийĕсемпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫленĕ тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Калăпăр, 2015 ҫулта Шупашкарта юпа уйăхĕнче Volkswagen концерн автомобилĕсем валли саппас пайсем тăвакан Япони завочĕ ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн Чăваш Енри тĕллевне пурнăçлама «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары» общество никĕсленĕ. Вăл Шупашкарти электроаппаратура завочĕн иккĕмĕш площадки пулнă лаптăкри корпуса жгутсем хатĕрлеме кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă, проекта пурнăçа кĕртме 260 млн тенкĕ хывнă. «Химпром» ТМЯО Санкт-Петербургри Yokohama тата Kyoto Elex Co., Ltd., Dai Nippon Printing Co., Ltd  компанисемпе тачă ҫыхăнура, вĕсене валли тĕрлĕ таварсем калăпласа парать. Шупашкарти электроаппарат завочĕ TMEIC – TOSHIBA MITSUBISHI ELECTRIC INDUSTRIAL SYSTEMS CORPORATION компанисемпе тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăнусене тытса пырать.

«Чăваш Енре наукăпа производство, аграри хăватлă аталаннă.  Кадрсем паха профессионалсем. Специалистсем ҫителĕклĕ. Пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе вĕсем ĕҫлеме пĕлеҫҫĕ», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

2018 ҫула Япони тата Раҫҫей ҫулталăкĕ тесе йышăнса хăварнă сумлă ертӳҫĕсем.  «Эпир Японисен пысăк компанийĕсемпе тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма хатĕр», –  тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ  Тоёхиса Кодзуки хăйĕн сăмахĕнче Японипе Чăваш Ен хушшинче пĕрпеклĕхсем чылай тесе асăннă. «Чăваш Республики Япони ҫĕршывĕ пекех ҫĕр айĕнчи пурлăхсемпе пуян мар. Нефть, газ ҫук. Тен ҫавăнпа та пулĕ, кадрсен ыйтăвĕ ҫине тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Вырăнти таварсене тирпейлесе кăларассипе ытларах тăрăшатпăр. Ял хуҫалăх ыйтăвĕ те пирĕн кун йĕркинче», – пĕлтернĕ сумлă хăна.

Посол Чăваш Республикин инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕ ҫав тери пысăк пулнине ырă енпе хаклать.  Ĕҫ климачĕ чăннипех те регионăн лайăх тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Наци рейтингĕнче Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче 2-мĕш вырăнта тăни ҫав тери пысăк ҫитĕнӳ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăтăр тенĕ хăна.  Ҫак ҫитĕнӳсем пĕтĕмпех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕхĕпе пулса пынине нимĕн пытармасăрах каланă вăл.  Паянхи пурнăҫ таппинче Чăваш Республикинче ют ҫĕршыв компанийĕсем хапăл туса ĕҫлени те куҫкĕретех тесе каланă Посол.  Регионта чăн-чăн профессионалсем ĕҫлеҫҫĕ тенĕ сăмаха тăсса. Господин Игнатьев ертӳҫĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ тесе мухтанă Тоёхиса Кодзуки. «Çак ĕçе субъект Пуçлăхĕн команди тĕрĕс йĕркелесе пыни те курăнать. Ăçта çав команда ĕçлеме пултарать, субъект Пуçлăхĕ бизнес аталанăвне тĕпе хурать — унта лайăх кăтартусем пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев — регион хăйĕн вăйлă предпринимателĕсемпе хăватлă пулнине ăнланакан Ертӳçĕн лайăх тĕслĕхĕ пулса тăчĕ», – ҫирĕппĕн каланĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. РФ Президенчĕ Владимир Путин йыхравĕпе Японин Премьер-министрĕ Синдзо Абэ  кăҫал ҫу уйăхĕн 24-26-мĕш кунĕсенче   Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумне хутшăнма кăмăл тунă. Кунсăр пуҫне Мускавра хаваслă лару-тăрура Раҫҫей тата Япони ҫулталăкне уҫма плана кĕртнĕ, унта та вĕсем пулĕҫ.

«Пĕлсех тăратăп, ҫак ĕҫлĕ тĕлпулусем пирĕншĕн те, сирĕншĕн те усăллă пулассине.  Ҫĕнĕ вăй-хăват хутшăнĕ,  инвестициллĕ проектсем те хута кайĕҫ»,палăртнă хăйĕн сăмахĕнче калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



29 марта 2018
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter