Япони делегацийĕ Чăваш Енри пысăк та чаплă предприятисене хапăл тусах ҫитсе килнĕ
Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки йĕркелесе пыракан ятарлă делегаци паян та республикăри чи пысăк предприятисенче пулнă, вĕсен ĕҫĕсемпе паллашнă. Аса илтерсе хăваратпăр, ют ҫĕршыв хăнисем региона икĕ кунлăх ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ.
Ĕҫлĕ визитăн иккĕмĕш кунĕ Ҫĕнĕ Шупашкартан пуҫланнă. Яппун представителĕсем хулара Roca компанийĕн «Керамика» ТМЯО пулнă, санитари техникисене курса хакланă. Хăнасене предприятийĕн ҫитĕнĕвĕсемпе Михаил Новоселов паллаштарнă. Roca Group йышĕнчи предприяти 2007-мĕш ҫултанпах ăнăҫлă ĕҫлесе пырать. 2015-мĕш ҫулта производствăна пĕтĕмпех модернизацилесе ҫитернĕ, 840 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă. Тата та маларах инвесторсем 497 млн тăкакланă, завод 2011-мĕш ҫулта ваннăсем калăпласа кăларассипе ĕҫлеме пуҫланă. Яппунсен представителĕсем цех ĕҫĕпе кăсăкланнă, технологисене курса хакланă, таварсен пахалăхне тишкернĕ.
«Хĕвел» ТМЯОра сумлă хăнасем пулнă. Завод директорĕ Александр Петров компанийĕн истори ҫинчен каласа кăтартнă. Вĕсем тирпейлесе кăларакан таварсем ҫĕршывĕпе те урăх ниҫта та пулманнине пĕлтернĕ, хĕвел энергетикин таврашĕнче комплекслă ĕҫсем йĕркеленсе пынине асăннă.
Заводра 2017-мĕш ҫулта модернизацилес ĕҫе пĕтĕмпех вĕҫне-хĕрне ҫитернĕ, хĕвел модулĕсене гетеротытăмĕн технологийĕсене тĕпе хурса калăплама тытăннă. Ҫулталăкри таварсен калăпăшĕ 97,5 МВтран 160 МВт ҫитнĕ, 2018-мĕш ҫул вĕҫне завод 250 МВт та ҫитерме тĕллев лартнă.
Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Посольствин министрĕ Хироси Тадзима хăйĕн сăмахĕнче тĕнче шайĕнче хăвел модулĕсене ҫав тери ыйтнине пĕлтернĕ. Хăнасене те ҫак предприяти кăсăклантарнă, шухăша янă, малашне тен пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем тума май та пулĕ тесе калаҫнă.
Паян Япони делегацийĕ «Ольдеевская» агрофирмăра та пулнă, унта хăнасене Евгения Беликова кĕтсе илнĕ. Хальхи вăхăтра, хĕллехи тапхăрта, теплицăра тĕрлĕ ҫимĕҫсене лартса ҫитĕнтерме 27 га ытла ҫĕр лаптăкĕ пур. Помидор, хăяр епле ӳссе пыни вĕсене шухăша янă. Теплицăра пĕтĕмпех условисем хăтлă. Агрофирма ытларах пахча-ҫимĕҫе экологи енчен пысăк шайра ҫитĕнтерме тăрăшать. Ют ҫĕршыв хăнисем ҫимĕҫе тутанса пăхнă, чăваш ҫĕрĕ ҫинче лартса ҫитĕнтернĕ тавар питĕ паха тесе хакланă.
Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки агрофирмăри технологи ҫав тери хăватлă, паха тавар ҫитĕнтерме условисем пĕтĕмпех пур тенĕ. «Эсир ҫак ĕҫсемпе чăнласах та мăнаҫланма пултаратăр, ку сирĕн чыс», – палăртнă вăл.
Ĕҫлĕ ҫулҫӳревĕн программинче ытти объектсем те пур, вĕсене те паянах ҫитсе килĕҫ хăнасем, вĕренӳ, чăваш халăхĕн культурипе паллашĕҫ.