«Чăваш Республикин инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕ пысăк пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре иккенне тинех эпĕ питĕ лайăх ăнлантăм», — тенĕ Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки
«Чăваш Республикин инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕ пысăк пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре иккенне тинех эпĕ питĕ лайăх ăнлантăм», — тенĕ Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки, ĕҫлĕ визитпа пĕрремĕш кун регионти предприятийĕсемпе паллашнă май.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьев Тоёхиса Кодзукипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ май, Япони ҫыннисем пирĕн инвестици илĕртӳлĕхĕн ырă енне пысăка хурса хакланине асăннă. Республикăра условисем питĕ чаплă тесе хăна ҫирĕплетнĕ. «Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе республика Раҫҫей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче хисеплĕ 2-мĕш вырăнта тăрать. Ҫакă ҫав тери пысăк ҫитĕнӳ. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши тесе сирĕнтен ыйтас килет», - палăртнă Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ.
«Эпир тăватă предприяти ĕҫĕпе паллашса тухрăмăр. Хамăн ыйту ҫине хуравне тупрăм»,—тесе сăмаха малалла тăснă Тоёхиса Кодзуки. «Эсир кадр ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăратăр — ку пĕрремĕшĕ. Технологи ҫине кăна мар, пысăк профессионалсем хатĕрлесе кăларас ĕҫ ҫине тимлĕх уйăрни те куҫкĕретех. Иккĕмĕшĕнчен—таварсен пахалăх шайĕ пирки ыйтăва та куҫран вĕҫертменни паллă, гаранти 25 ҫуллăха паратăр. Виҫҫĕмĕшĕнчен—ҫĕнĕлле ĕҫсене пурнăҫа кĕртни те куҫкĕретех. Ҫаксем пĕтĕмпех пире, ҫав шутрах мана та тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе ячĕҫ», — тенĕ сумлă хăна.
Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче, чи малтан Япони делегацийĕ «АККОНД» АО ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Хăнасене производство вăрттăнлăхĕсемпе унăн ертӳҫи—генеральнăй директорĕ Валерий Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Пылак ҫимĕҫсен технологийĕсем пирки чарăнса тăнă ертӳҫĕ, производство ҫулталăкне 100 пин ытла тонна тавар тирпейлесе кăларнине пĕлтернĕ. Валерий Иванов предприятийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – паха ҫимĕҫ тирпейлесси тенĕ сăмаха малалла тăснă май. 90-мĕш ҫулсенче организаци ISO пахалăх стандартне тивĕҫнĕ. «АККОНД» АО никама пăхăнман аудиторсемпе тачă ҫыхăнура, ҫулталăкне вĕсем икĕ хутчен предприятийĕн ĕҫне пахалăх енчен ҫирĕп тĕрĕслени те никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ Валерий Иванов.
Малалла кун йĕркин ĕҫ программипе сумлă хăнасем регионти электротехника кластерĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашнă. Тоёхиса Кодзуки тата Япони представителĕсем «ЧЭАЗ» АО ҫитнĕ. Организацийĕн генеральнăй директорĕ Роман Никулин хăйĕн сăмахĕнче, вĕсем кулленех Toshiba компанипе тачă ҫыхăнса ĕҫленине каласа кăтартнă. Япони хăнисем ытларах предприятийĕн Ресурс центрĕ ҫине куҫ хывнă, предприяти кадрсем хатĕрлес ыйту ҫине тимлĕх уйăрни те куҫкĕретех тенĕ, электротехника таварĕсене пахалăх енчен ҫав тери ҫӳллĕ шайра тирпейлесе кăларнине курса ĕненнĕ. Чи пĕлтерĕшли – Ресурс центрĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ кафедри те пурри. Апла пулсан, пысăк квалификациллĕ специалистсем пулма завод валли тĕллевлĕн вĕренсе пыраҫҫĕ. Хăнасем вĕрентӳ тапхăрĕн ĕҫĕпе паллашнă.
«ЭКРА» НПП ТМЯОра Япони делегацийĕ реле хӳтĕлевĕпе автоматика пайĕн комплекслă хатĕрĕсемпе паллашнă. Ют ҫĕршывран килнисем терминалсем калăпланакан производство ĕҫĕпе кăсăкланнă, РЗА шкафĕсене пăхса ҫаврăннă. Сăмаха май, «ЭКРА» НПП ТМЯО хатĕрĕсемпе Крымра «Камыш-Бурун» тата «Кафа» подстанцийĕн энергокĕперĕн строительство ĕҫне пурнăҫланă ҫĕрте те сахал мар усă курнине пĕлтернĕ вырăнти ертӳҫĕ хăнасене.
Япони делегацийĕн пĕрремĕш кунĕн ĕҫлĕ ҫулҫӳревĕ Шупашкарти «Сеспель» предприятийĕн ĕҫĕпе паллашнипе вĕҫленнĕ. Хăнасен ĕҫне регионта Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. «Сеспель» АХО ятарлă машинăсем валли прицепсемпе цистернăсем калăпласа кăларать, ҫăнăх, тырă, цемент йышши таварсене турттарма ҫак хатĕр ҫав тери меллĕ. Хальхи вăхăтра предприятийĕн таварĕсемпе Раҫҫейри чылай регионти предприятисемпе организацисем усă кураҫҫĕ. Тĕнчере кун пек таварсем урăх ҫĕрте ҫук тесен те йăнăш мар. Предприяти хими таварĕсене те турттарма цистернсем тирпейлесе кăларать, Ростехнадзор та кăмăллă, аккредитациленĕ. «ЧП «Сеспель» АХО хатĕрĕсемпе хамăр регионта транспорт, строительство, ял хуҫалăхĕпе хими тата ытти тытăмсем хапăл тусах усă кураҫҫĕ. Ҫак кун хăнасем складри таварсене курса тухнă. Япони делегацине предприяти ĕҫĕ ҫав тери кăсăклантарнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев организацийĕн пуласлăхĕ пысăк тенĕ, вĕсем ют ҫĕршывсемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тĕллев лартнине каланă. Хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан чăн-чăн промышленноҫ предприятийĕ тесе хакланă хăнасем.
Аса илтерсе хăваратпăр, Японирен килнĕ делегаци Чăваш Республикинче пуш уйăхĕн 29-30-мĕш кунĕсенче пулать. Вĕсем чи малтан республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрремĕш кунĕнче ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, каярах Правительство членĕсемпе канашланă, пĕр-пĕриншĕн усăллă проектсем пирки сӳтсе явнă. Уҫă калаҫăва регионти бизнес-сферăра тăрăшакансем те хутшăннă, хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки пĕлтернĕ, вĕсен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă, условисем ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Японийĕн Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ тата унпа пĕрле килнĕ ятарлă делегаци Чăваш Республикинчи ытти предприятийĕсен ĕҫĕсемпе: вĕренӳ, культура пайĕнчи ҫитĕнӳсемпе паллашма тĕллев лартнă, чăваш халăхĕн ăсталăхне тĕпчеме плана кĕртнĕ.