"Халăх валли хăтлă условисем туса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетĕр. Эпир те сирĕн пекех, ҫынсене ытларах витĕм кӳме тăрăшатпăр. Шăпах та, ҫакăнта ĕнтĕ пирĕн пĕрпеклĕхсем, ҫитĕнӳсем", — тесе каланă Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ

«Эпир Чăваш Республикинче икĕ кун пултăмăр, сахал мар пысăк предприятисемпе паллашрăмăр. Японипе Чăваш Республикин пĕрпеклĕхĕсене курса ĕнентĕмĕр.  Сирĕн Япони ҫĕршывĕн пекех ҫĕр айĕнче пурлăхсем ҫук. Нефть тата газ туса кăлармастăр. Халăх валли хăтлă условисем туса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетĕр. Эпир те сирĕн пекех, ҫынсене ытларах витĕм кӳме тăрăшатпăр. Шăпах та, ҫакăнта ĕнтĕ пирĕн ҫитĕнӳсем», — тесе каланă Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки регионта ĕҫлĕ визитпа пулнă май.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев господин Посола ҫакăн пек ырă сăмахсемшĕн тав тунă. «Пире хисеплесе  килнĕшĕн мухтатăп. Пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫлĕ проектсем малашне те пулĕҫ-ха. Чăваш Республикине Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхисо Кодзуки килсе ҫитни, бизнес-пĕрлешӳсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, малашне тата та вăйлăрах аталанса пыма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ вăй-хăват парать», сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Палăртса хăваратпăр, пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Японирен килнĕ сумлă делегаци «Чувашторгтехника» АУО, «Кванториум»  ачасен технопаркĕнче, Наци музейĕсенче те пулнă.   

«Чувашторгтехника» АУО ĕҫĕсемпе унăн генеральнăй директорĕ Наиль Хайрутдинов паллаштарнă. Хăнасем таварсен пахалăхне пăхса ҫаврăннă. Тĕрлĕ хатĕрсене тирпейлессипе технологисене епле пурнăҫа кĕртсе пынипе кăсăкланнă.

Предприяти тупăшăн пĕр пайне организацийĕн пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланать.  Предприятийĕн пуласлăхри тĕллевĕсем те пысăк.  Тухăҫлăха кулленех ӳстерсе пыраҫҫĕ, ҫынсене валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем тăваҫҫĕ.

«Кванториум» технопарк ĕҫĕпе паллашнă сумлă хăнасем.  Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫӳренĕ, учрежденийĕн ҫĕнĕлĕхĕсем пирки курса ĕненнĕ.  

Ҫак «Кванториум» ачасен технопаркĕ федераци шайĕнчи проект.  Пултаруллă та пуҫаруллă ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма центрта питĕ меллĕ, условисем ҫителĕклĕ, квалификациллĕ специалистсем хатĕрленсе тухаҫҫĕ.  Ҫынсем ултă направленипе хăйсен ăсталăхне туптаса пыраҫҫĕ, вĕсем: аэроквантум, робо-квантум, IT-квантум, наноквантум, энерджиквантум, биоквантум.

Хальхи вăхăтра ҫак учрежденире 800 ытла ача ăс пухать.

Хăнасем вĕрентӳ тапхăрĕ епле пулса пынипе кăсăкланнă.  Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки пирĕн регионта ҫав тери хăватлă условисем пуррине курса ĕненнĕ, чăннипех те ҫынсене аталанса пыма сахал мар республика ертӳлĕхĕ витĕм кӳнине палăртнă.

 Ҫак кун чаплă хăнасем пирĕн республикăн культурипе те паллашнă.  Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, кĕпе-тумтирне курса тĕлĕннĕ.  Чăвашсен паха тĕррисем вĕсен кăмăлне ҫĕкленĕ.



31 марта 2018
12:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter