Сĕнтĕрвăрри районне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кайнă, унта вăл 1-мĕш №-лĕ гимназине 200 ҫитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă

Михаил Игнатьев поздравил коллектив и обучающихся Гимназии №1 города Мариинский Посад с 200-летием со дня образования учреждения Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кайнă. Унта вăл 1-мĕш №-лĕ гимназине 200 ҫитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.

Гимназийĕн директорĕ Надежда Давыдова регионтан килнĕ хăнасене учрежденийĕн ĕҫĕпе кĕскен паллаштарнă.  Михаил Игнатьев гимназире вĕренекенсемпе курнăҫнă, тĕрлĕ куравсене пăхса хакланă, кружоксен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă.

Ҫак кун хăнасем шкулăн музейĕпе тĕплĕн паллашнă. Ачасемпе вĕрентекенсем учрежденийĕн историйĕ пирки каласа кăтартнă, Чăваш Енĕн паллă ҫыннисем ҫинчен чарăнса тăнă.  Кунсăр пуҫне ачасем регион Пуҫлăхне Сĕнтĕрвăрринче туризма аталантарса пымалли  мелсем пирки каласа кăтартнă.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев асăнмалăх музейĕн асаилӳ кĕнекинче тав ҫырăвне ҫырса хăварнă, малалла та ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

«Ҫак пысăк тапхăрта гимназирен сахал мар ачасем вĕренсе тухса паллă ҫынсем пулнă. Тăван тăрăха ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳнĕ», - тенĕ уява пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Гимназире ĕҫлекенсене пурне те ҫакăн пек пысăк ҫитĕнӳсем туса пынăшăн мухтанă, ветерансене ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса пынăшăн тав тунă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырура паянхи шкулсенче ачасен пĕтĕмпех ҫĕнĕлле вĕренсе пымаллине, пысăк технологисене те ăша хывмаллине асăннă. Патшалăх ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратнине каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫĕршыв Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указсене тĕпе хурса сахал мар ĕҫ пурнăҫланине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Вĕрентекенсен шалу укҫин виҫи хăпарнă. Халăх питĕ кăмăллă. Ҫулсерен регионта ача сачĕсем, шкулсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ.

2018-2019-мĕш ҫулсенче ача сачĕсене хăпартса лартма региона 1,3 млрд хушма укҫа  федераци хыснинчен куҫасси паллă.

Торжествăлла пулăмра яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе Гимназине наградăланă.

Шкул юбилейĕ – ĕмĕрех савăнăҫлă пулăм шутланнă тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче гимнази директорĕ Надежда Давыдова.  Тĕрлĕ тапхăрсенче ĕҫленĕ вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе курса калаҫма пултараҫҫĕ, ачасем пуласлăх пирки хăйсен шухăшне пĕлтереҫҫĕ, ашшĕ-амăшĕсем шкулăн историйĕсемпе тарăнрах паллашаҫҫĕ.    

Хальхи вăхăтра гимназире 350 ача вĕренет.  Вĕсемпе кулленех 40 педагог тăрăшать.  Шкулăн хăйĕн хаҫачĕ пур, тĕрлĕ кружоксем лайăх ĕҫлеҫҫĕ, условисем питĕ чаплă. Кашни ҫул тенĕ пекех гимнази ачисем регион, Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленекен конкурссенче мала тухса ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ. Ачасем питĕ пултаруллă пулни куҫкĕретех.  Ҫак учрежденине тĕпрен юсанă, хушма объект та хута янă, республика хыснинчен 162 млн тăкакланнă.

«Пулăшу чылай куҫнă, сахал мар ĕҫсем йĕркелесе ирттернĕ, республика ертӳлĕхне куншăн пысăк тав», - тенĕ гимназийĕн директорĕ.

Ҫак кун уявпа саламлама Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин килсе ҫитнĕ.

Мероприятине ҫакăн пекех Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов, Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Анатолий Мясников хутшăннă.   

Хăнасене валли чаплă уяв концерчĕ янăранă ҫак кун. 

Фоторепортаж



05 марта 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter