Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Турецкийĕн хорĕ тĕнчери чи паллă юрă-кĕвĕсене шăрантарнă

На сцене Чувашского государственного театра оперы и балета хор Турецкого исполнил лучшие произведения мировой классики и эстрадной музыки Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Игнатьевăпа ҫĕршыври чи паллă «Хор Турецкого» ушкăнăн концертĕнче пулнă. Уяв мероприятине Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалласа йĕркеленĕ.

Концерт пуҫланиччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ ҫак ушкăна йĕркелесе яраканĕ, Раҫҫей халăх артисчĕпе Михаил Турецкийпе тĕл пулнă, сумлă хăнасене чăваш ҫĕрĕ ҫине килсе курнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, Чăваш Енре вĕсен пултарулăхне кăмăл тăвакансем чылайăн тесе пĕлтернĕ. Чăнласах та, ҫак ушкăн Раҫҫей мăнаҫлăхĕ тесе хакланă, сахал мар наградăсем тивĕҫнине те палăртса каланă регион Ертӳҫи.   Уяв концерчĕ республикăри мĕнпур хĕрарăмсемшĕн асăнмалăх парне пулса тăчĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Турецкий концерт программинче тĕрлĕ ҫĕршывсен кĕввисем янăранине, вĕсем кашни тапхăршăн чаплă тенĕ.  Опера, классика, джаз, рок-кĕвĕ тата та ытти жанрсемпе юрăсем халăха яланах кăмăла кайнине палăртнă.

«Хĕпĕртетпĕр, пирĕн концерта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе курма кăмăл тунишĕн. Эпир Чăваш Ене савăк кăмăлпа килтĕмĕр.  Ҫуркуннехи чи илемлĕ уявпа, Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлама пуҫтарăнтăмăрр. Пурăҫра чи хакли арҫынсемшĕн – яланах хĕрарăмсем. Шăпах та, пирĕн уяв концерчĕн ячĕ те «Сире, валли юратнă хĕрарăмсем», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май артист. Ҫывхарса килекен суйлавра, ҫĕршыв Президентне сасăламалли кун, пирĕнтен кашнин граждан тивĕҫне пурнăҫламалла. Раҫҫейе вăйлă лидер кирлĕ тенĕ вăл.  

Икĕ сехет хушши артистсем тĕнчери чи чаплă юрă-кĕвĕсене халăха парнелерĕҫ, вĕсене тĕрлĕ чĕлхепе халăх патне илсе ҫитерчĕҫ.  Концертпа кашни кăмăллă юлнă.

Фоторепортаж



05 марта 2018
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter