Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Хĕрарăм–лидер» республика шайĕнче иртнĕ конкурсăн ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă

В Чувашии подведены итоги республиканского конкурса «Женщина-лидер»Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Хĕрарăм–лидер» республика шайĕнче иртнĕ конкурсăн ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.  Унта чи пултаруллисем, ĕҫчен те илĕртӳллĕ, ăста, пысăк тавракурăмлă хĕрарăмсем пуҫтарăннă. Торжествăлла пулăма чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Игнатьевăпа хутшăннă.

Ҫак конкурса регионта 2001-мĕш ҫултанпа йĕркелесе ирттереҫҫĕ. Ун чухне шăпах та, Раҫҫейри хĕрарăм-предпринимателĕсен Ассоциацийĕн пуҫаруллă шухăшне хапăл тусах йышăннă.

Ҫак конкурса тĕрлĕ сферăсенче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисем хутшăннă.  Ҫулсерен конкурс вăйланса аталанса пыни куҫкĕретех. Унăн тĕллевĕ те – хĕрарăмсене хисеплесси, вĕсен чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклесе пырасси.  Ҫемье вучахне упраса, йăла-йĕркесене тытса пыракансене мухтасси.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев конкурс ҫĕнтерӳҫисене саламланă май, ҫак мероприятине ҫулсерен йĕркелеме пулăшакансем регионти Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тата Ашшĕсен канашĕн обществăлла организацисен витĕмлĕхĕ ҫав тери пысăк тесе хакланă.

Регион Ертӳҫи хăйĕн саламĕнче уйрăмах аслă ҫулсенчи хĕрарăмсене мухтаса тав тунă.  Вĕсем хăйсен ачисене тĕрĕс-тĕкел ура ҫине тăратас тесе сахал мар тăрăшнине каланă. Пирĕн ҫĕршыв вăйлă граждансемпе пуян пултăр тесе ĕҫленине асăннă.  Амӑшлӑхпа ачалӑ­ха сыхлас­­­си, ҫемье институтне ҫирӗплетесси, ҫура­лас­ӑха ӳс­терме майсем туса парасси патшалӑх политикин пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗл­­­лев­ӗ­сен шутӗнче тăнине каланă. Юлашки ҫулсенче кӑмӑл-сипет, ҫемье хаклӑхӗсене халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Ну­май ачаллӑ ҫемьесем пур енлӗн пу­лӑшу илсе тӑраҫҫӗ. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырура та кун пирки пĕр хуччен ҫеҫ мар чарăнса тăнă.  Ҫитес 6 ҫул хушшинче ҫак тытăма вăй илтерме 3,4 триллион укҫа тăкаклама тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Кăтарту ҫав тери пысăк, ытти ҫулхисенчен 40 процент чылай пулни сисĕнет.   Кăҫал Чăваш Республикинче социаллă ыйтусене татса пама бюджетра 12 млрд 750 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Ҫитес виҫĕ ҫул хушшинче ача сачĕсем тата та хута ямаллине, 270 пин вырăн ачасем валли хатĕрлемеллине асăннă РФ Президенчĕ Ҫырура.  Ăна кура, регионсене валли федераци хыснинчен 50 миллиард куҫасси те паллă. Вăл шутран, Чăваш Республикине 1 млрд 336 млн 104,6 пин тенкĕ куҫарма плана кĕртсе хăварнă. «Ҫак пулăшупа кăҫал республикăра 10 садик хута яма тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Ҫывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе, ҫурхи уявпа  мероприятине пухăннисене чун-чĕререн саламланă. Сирӗн пурнӑҫӑр яланах ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, килӗрте тӑ­нӑҫ­лӑхпа ыр­лӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланни хуҫаланччӑр тенĕ.  Ҫирӗп сывлӑхпа телей, ҫитӗнӳсем тата юрату су­ннă.

Республикăра ирттерекен уяв ырă йăлана кĕчĕ тесе каланă регионти хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алевтина Федорова. Кăҫал тăватă номинаципе ҫĕнтерӳҫĕсене палăртнине асăннă.

Ҫак кун уява пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Енри ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин ăшшăн саламланă.

Конкурс ҫĕнтерӳҫисем ҫаксем: Луиза Иванова, Шупашкарти 24-мĕш №-лĕ шкулта директор пулса ĕҫлет, Ольга Виссарионова Вăрмар районĕнче вĕрентӳ пайĕнче тĕп бухгалтер пулса тăрăшать, Татьяна Обаськина Тăвай районĕнче «Янтиковский хлеб» ТМЯО генеральнăй директор ҫумĕ пулса ĕҫлет, Надежда Яргонина Етĕрне районĕнче индивидуаллă предприниматель шутланать.   

Республикăри чи ăста та пултаруллă хĕрарăм ертӳҫĕ ятне Луиза Иванова тивĕҫнĕ.  Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхне регионта ҫакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем пурнăҫласа пынăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, республика хăватлă аталанса пынине савăнса пĕлтернĕ.

 Яланхиллех мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. 

Фоторепортаж



05 марта 2018
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter