Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал ен районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Каҫал ен районне кайнă. 

Регион Пуҫлăхĕ район ертӳлĕхĕпе Хасиатулла Идиатуллинпа тата район администрацийĕн пуҫлăхĕпе Александр Осиповпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕ харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассипе япăхах мар ĕҫленине, ыттисемпе танлаштарсан 11-мĕш вырăнта тăнине каланă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ районăн потенциал пысăк тенĕ. «Инвестици ытларах хывмалла, кăтартупа малта пыракан виҫĕ район шутне кĕме тăрăшмалла», - тесе каласа хăварнă вырăнти ертӳлĕхе. 

Ертӳҫĕсем АПК аталантарас, строительство пайне ӳстерес, вак тата вăтам предпинимательлĕхе вăй илтерме кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе парасси пирки сăмахланă. Пурлăхсемпе тата ҫĕрсемпе аренда шучĕпе усă курнисен вăхăтра укҫа-тенкĕне бюджета хывса пырасси те кун йĕркинчех тăнă. Парăм ытларах пухăнса кайнисенчен судпа та шыраса илмеллине каланă. 

Фоторепортаж



05 марта 2018
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter