Етĕрнесен социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Ядринского районаПуш уйĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă.  Муниципалитетăн пĕлтĕрхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Анлă канашлăва пуҫличчен чи малтан, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва район рпуҫлăхĕ тата район администрацийĕн ертӳҫи хутшăннă.

Ҫавăн пекех ҫак кун республика Пуҫлăхĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕ хатĕрлесе тăратнă курав ĕҫĕпе те паллашнă, ҫамрăк пултаруллă яш-кĕрĕме стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă.

Канашлу ĕҫне тытăннă май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев районта кирек-епле пысăк ĕҫĕн строительство ĕҫне пуҫличчен, проектсене халăхпа пĕрле пухăнса тĕплĕн сӳтсе явмаллине асăрхаттарнă, вĕсен пуҫаруллă сĕнĕвĕсене те яланах шута илмеллине палăртнă.

«Республика Правительстви сире витĕм кӳме тăрăшĕ. Муниципалитетра инфратытăма вăй илтерме, социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма республика хыснинчен пулăшу куҫĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  «Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма федераци енчен те  ҫулсерен каялла тавăрса памалли мар  сахал мар пулăшу куҫать»,  – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне Ҫырупа тухнине аса илсе хăварнă.  Ҫырура социаллă сферăна аталантарас, экономикăна вăй илтерес ыйтусем малти вырăна тухса тăнă.  Уйрăмах ял тăрăхĕсенче инфратытăма ҫĕнетесси те кун йĕркинчех тăрать. 

Раҫҫейе аталантарса пыма комплекслă  плансем йышăнса хăвармаллине, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе пурин те ҫивĕч ĕҫлемеллине асăннă. Районсемпе хуласене аталантарма куҫакан укҫа-тенкĕн виҫи те вăтамран пĕр-икĕ хут хăпарса пымаллине каланă.  Ҫитес ултă ҫул хушшинче палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пĕтермеллине каланă.

«Ялсен сăн-сăпатне улăштарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрăпăр.  Раҫҫейре агропромышленноҫ тытăмĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, кăтартусем пур енĕпе те пысăк, таварсем экспорта куҫни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ҫак ҫитĕнӳсене пĕтĕмпех ял хуҫалăх ĕҫченĕсем тăваҫҫĕ», - тенĕ РФ Президенчĕ Ҫырура.  

Михаил Игнатьев ҫĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн тĕллевĕсене пĕтĕмпех туллин пурнăҫлас тесессĕн, пурсăмăрăн та пĕрлешсе, килĕшсе тухăҫлă ĕҫлемеллине палăртнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки  муниципалитет пуҫлăхĕ Андрей Софронов тĕплĕ доклад туса хăварнă.  Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕлтĕр 454,3 млн танлашнине, тăкак пайĕ 466,8 млн пулнине пĕлтернĕ вăл.

Районăн харпăр хăй тупăшĕ япăхах мар, ытти муниципалитетсем хушшинче вĕсем кăтартупа  7-мĕш вырăнта тăраҫҫĕ.

2017 ҫулта пĕтĕмпе район 14 программăпа ĕҫлесе пынă.  Вĕсене пурнăҫа кĕртме 466,8 млн тăкакланă.  Республика хыснинчен 292 млн, вырăнти бюджетран 174,6 млн пĕтернĕ.  2018 ҫулта 18 программăпа ĕҫлеме тĕллев лартнă.  Вĕсене валли пĕтĕмпе бюджетра 444,6 млн пăхса хăварнă, вăл шутран республика хыснинчен 256 млн, вырăнти бюджетран 188,5 млн.

Пĕлтĕрхи ҫул ял хуҫалăх пайĕпе районта аванах ĕҫлеменни сисĕнет, аш-какай тирпейлесе илессипе чакнă, сĕт сăвăмĕ те пĕчĕкленнĕ.

Андрей Софронов хăйĕн сăмахĕнче 2017 ҫулта ҫĕр ĕҫченĕсем сахал мар патшалăх енчен пулăшăва тивĕҫнине асăннă, кăтарту 93,5 млн танлашнине пĕлтернĕ.  Вăл тĕреве пурĕ ял хуҫалăх производствипе ĕҫлекен 32 ҫын тивĕҫнине каланă. 2017 ҫулта инвестициллĕ пĕр проект пурнăҫа кĕнĕ.  Кăҫал 6 проектпа ĕҫлеме плана кĕртнĕ, вĕсене валли 55,4 млн тăкакланассине палăртнă.

Пĕлтĕрхи ҫул халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе аван ĕҫленĕ,  вĕсен йышĕ 5 ҫитнĕ. Кăҫал ҫак ĕҫе малалла тăсма шут тытнă, граждансен пуҫаруллă проекчĕсем пĕтĕмпе 9 хатĕрленĕ, вĕсене валли 4,75 млн пăхса хăварнă.

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ял хуҫалăхне аталантарас, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлес, ĕҫ укҫин шайне ӳстерес, ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра пуҫлассипе ҫыхăннă ыйтусене те анлăн пăхса тухнă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев АПК ыйтăвĕсене комплекслă тишкерме хушнă.  Усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне те кĕртесси кун йĕркинче тăмаллине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Хальлĕхе районта  ял хуҫалăх валли уйăрнă усă курăнмасăр выртакан 4 пин га ҫĕр лаптăкне шута илнĕ.

«Енчен те район малашне те кăтартусене чакарса пырать пулсан, ҫитĕнӳсем пирки калама хĕн.  Ял хуҫалăхне аталантарассин кăтартăвĕпе чи юлашки пулма пултарать», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе. 

Канашлу вăхăтĕнче районăн пĕрлештернĕ бюджет ыйтăвĕсем тавра сăмах хускатнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительство ĕҫĕ пирки чарăнса тăнă, ҫулсене сарассипе ыйтусене тапратнă, ял тăрăхĕсен сăн-спатне улăштарас, халăхăн ĕҫ укҫин шайне ӳстересси те кун йĕркинчех тăнă.

 Патшалăх ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма сахал мар тĕрев парать. Кун пирки халăхăн тăрăшмалла. Паха сĕнӳсемпе шухăшсене пĕлтерсех тăмалла.

Ҫак асăннă программăпа ĕҫлеме, хула инфратытăмне ҫĕнетес тата та хăтлăрах тăвас тесе, кăҫал республика бюджетĕнче 280 млн тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Сăр шывĕ урлă выртакан кĕперĕн строительство ĕҫĕ пирки те  чарăнса тăнă ертӳҫĕсем, ку объект ҫирĕп тĕрĕслевре пулнине палăртнă сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсем пирки тарăнрах каласа кăтартнă, вырăнти ҫĕрсемпе тата пурлăхпа пĕлсе тĕрĕс усă курма чĕнсе хăварнă, аренда шучĕпе усă куракансен вăхăтра укҫа-тенкĕне бюджета куҫарса пымаллине асăрхаттарнă.  

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн ҫумĕ Татьяна Рябинина патшалăх пулăшăвĕсем пирки каласа ăнлантарнă.

Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков хăйĕн докладĕнче муниципалитетра вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе хакланă.  Район географи тĕлĕшĕнчен те лайăх вырăнта вырнаҫнине, федераци трасси те ҫывăх тесе палăртнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов саккунсен йĕркисемпе паллаштарнă, ҫĕнĕ проектсем пирки каласа кăтартнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев районăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрса ĕҫлемеллине каланă. «Потенциалпа пĕлсе тата тухăҫлă усă курма пĕлмелле. Ҫитĕнекен яш-кĕрĕме пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем кирлĕ, шалу укҫи те пĕчĕк пулмалла мар. Район администрацийĕнче тăрăшакансен ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ҫине тăрсах вăй хумалла», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăй сăмахне республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



05 марта 2018
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter