Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел встречу с руководством Яльчикского районаПуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Елчĕк районне тухса кайнă. Унта вăл муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫул ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă ĕҫлĕ канашлăва хутшăнать, кăҫалхи ҫул валли палăртнă   тĕллевсене халăхпа пĕрле тишкерет.

Анлă канашлу ĕҫне тытăниччен, чи малтан вăл район ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва район пуҫлăхĕ Ираида Васильева тата район администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Миллин хутшăннă.

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем муниципалитет аталанăвĕн ҫул-йрĕсем пирки сăмахланă, районăн пĕрлештернĕ бюджетне тултарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе тухăҫлă ĕҫленĕ тесе хакланă. Районăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассипе те чылай тăрăшнине асăннă, таварсен суту-илӳри ҫаврăнăшĕ те пысăк тенĕ сăмаха малалла тăснă май. «Шанатăп, эсир малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрассине, ӳлĕмрен те кăтартуллă ĕҫлеме сĕнетĕп»,  тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче пуҫлăхсем ял хуҫалăх пайне аталантарас ыйту тавра та сăмах пуҫарнă, АПК енĕпе пысăк производствăсем уҫмалли пирки канашланă, ҫурхи ĕҫсене вăхăтра пуҫламалли ҫинчен те чарăнса тăнă.  Ял халăхĕн ĕҫ укҫин виҫине ӳстесе пырассипе те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă.

 Фоторепортаж



05 марта 2018
12:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter