Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Красноармейского района Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Красноармейски районĕнче пулнă.

Регион Пуҫлăхĕ муниципалитетра анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен, чи малтан район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва район пуҫлăхĕ Олег Димитриев тата район администрацийĕн ертӳҫи Александр Кузнецов хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ район администрацийĕн пуҫлăхне Александр Кузнецова ҫак должноҫе йышăннăшăн саламланă, тухăҫлă ĕҫлесе пыма сĕннĕ, халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйма каланă.  

Вырăнти администрацийĕн ертӳҫи хальхи вăхăтра муниципалитетра халăхпа тăтăшах ятарлă тĕлпулусем планпа килĕшӳллĕн иртсе пынине пĕлтернĕ.  Халăх ҫулсене сарассси, тавралăха тирпейлесси, урамсенче ҫутăпа тивĕҫтересси ыйтусене хускатнине асăннă.  Район администрацийĕн пуҫлăхĕ муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки те кĕскен чарăнса тăнă. Районта социаллă сферăсенче хутса ăшăтмалли тытăмсем кивелсе ҫитнине палăртнă. Предприятисемпе организацисем муниципалитет пурлăхсемпе усă курнăшăн парăмсем чылай пухса янине те пĕлтернĕ вырăнти ертӳлĕх. Хальхи вăхăтра парăмсене каялла тавăрассипе хĕрӳ ĕҫ пынине палăртнă.  Района Культура ҫуртне хăпартса лартас ыйту актуаллă. 2017ҫулта икĕ Культура ҫуртне тĕпрен юсаса ҫĕнетме республика хыснинчен сахал мар тăкакланнă.  Кăҫал та ҫак ĕҫсем малалла пуласси паллă тенĕ  республика Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Пĕр пухăннă пек чухне ытти ыйтусене те хускатнă, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж



06 марта 2018
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter