Каҫал енсен социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Комсомольского районаПуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал ен районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫул ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе тата 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртассипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă.  Мероприяти районти Тĕп культура центрĕнче иртнĕ.

Чи малтан канашлу ĕҫне пуҫличчен, ял ĕҫченĕсене республика Пуҫлăхĕ, хисепе тивĕҫнĕшĕн, наградăсем парса чысланă, пултаруллă ҫамрăксене стипенди илни ҫинчен ҫирĕплетекен свидетельствăпа хавхалантарнă. Пуҫтарăннă хăнасем ҫак кун муниципалитет хатĕрлесе тăратнă курав ĕҫĕпе те паллашнă.

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, районта пĕлтĕрхи ҫул ҫурт-йĕр ҫавăрассипе кăтарту лайăх тесе хакланă.  Ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, район хисеплĕ виҫҫĕмĕш вырăнта тăрать.  «Ҫурт-йĕрсем хута каяҫҫĕ.  Халăх хăйне валли пурăнмалли условисене ҫулсерен лайăхлатса пырать. Апла пулсан, пуласлăх муниципалитетăн пысăк», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ял хуҫалăх тытăмĕн кăтартăвĕсене илес пулсан, пĕлтĕр районта хуҫалăхсем ҫитĕнӳсемпе палăрни куҫкĕретех.  Чăх-чĕп, аш-какай туса илессипе ӳсĕм чылай.   

«Районта хальхи вăхăтра пухусем ирттереҫҫĕ.  Вырăнти ертӳлĕх ҫынсемпе тĕл пулса калаҫать, районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартать.  Граждансене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине влаҫ органĕсенче тăрăшакансем кирлĕ пек хуравсем параҫҫĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмаха май, республика Правительстви хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫлать. Муниципалитетсенче йышăнакан программăсем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Федераци бюджетĕнчен, каялла тавăрса памалли мар укҫа республика хыснине сахал мар куҫать. Раҫҫей Президенчĕ тата РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, субъектсене хушма укҫа-тенкĕ куҫасси те паллă.  Пысăк пулăшăва ача сачĕсене хута яма куҫарма йышăнасси те куҫкĕретех.  Медицина пайĕнчи ĕҫсене тирпейлеме, ҫулсене сарма, тавралăха тирпей-илем кĕртме те сахал мар укҫа бюджетра пăхса хăварнă. 2018 ҫулта пĕтĕмпе федераци бюджетĕнчен 21 млрд тенкĕ республика хыснине куҫарма планпа пăхса хăварнă.

«Иртнĕ ҫулсенче кун пек пысăк тĕрев пачах та пулман.  Республика Правительстви тухăҫлă ĕҫленине кура, бюджет укҫи-тенкипе тĕллевлĕн усă курнишĕн федераци центрĕнчен сахал мар пулăшу куҫать», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Осипов тарăн доклад тунă.  2017 ҫулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 420,2 млн танлашнă. Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ 2017 ҫулта 25,3 процент йышăнать ҫак мĕнпур калăпăшран.

Экономикăн тĕп пайĕ, каламасăрах паллă, ял хуҫалăхĕ пулса тăрать.  Пĕлтĕр таварсен калăпăшĕ 2,2 млн танлашнă, производствăри пай пĕтĕмпе 94,1 процента ҫитнĕ. 2017 ҫулта ЯПК аталантарма патшалăх енчен субсиди мелĕпе пурĕ 112,9 млн куҫнă, ăна ял хуҫалăх пайĕпе ĕҫлекен – 52 ертӳҫĕ тивĕҫнĕ.  

2017 ҫулта районта 12 инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕнĕ, вĕсене валли пурĕ 64,6 млн тăкакланă.  2018 ҫулта 137,4 млн тенкĕлĕх инвестици хывма плана кĕртсе хăварнă.  Муниципалитетра пурлăхсемпе тата ҫĕрсемпе те усă курмалли чылай, промышленноҫ пайĕнчи объектсене хута яма меллĕ.

Районта ĕҫсĕррисен шучĕ пĕлтĕрхи ҫул пĕтĕмпе те 0,28 процент ҫеҫ пулнă. Ҫак республикăри вăтам кăтартуран самай пĕчĕк.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова хăйĕн сăмахĕнче резерв пирки сăмах пуҫарнă.   Вĕсене пула та, шăпах район хыснине тултарса пыма питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. НДФЛ пухассипе кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 млн яхăн хыснана укҫа кĕмен.  Чи пысăк парăм ҫаксен: ИП Степанов А.А. (567 пин тенкĕ), СХПК «Луч» (464 пин тенкĕ), ИП Наумов В.А. (391 пин тенкĕ), ООО «Агрокабель» (353 пин тенкĕ).

Бюджета тултарассипе тепĕр пысăк чăрмав кӳрекенни  – халăх предприятисемпе организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫлени. Аренда шучĕпе ҫĕрсемпе тата пурлăхсемпе усă куракансем вăхăтра укҫа-тенкĕне тӳлесе пыманни сисĕнет.  Кăтарту самай ӳснĕ, парăм –  204,6 тенкĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ  Инна Антонова предприятисемпе организацисем епле ĕҫлесе пыни пирки каласа кăтартнă. Патшалăх енчен куҫаркан пулăшусем ҫинчен ăнлантарса панă. Ку хутĕнче районта оперативлă лару-тăру пирки те чарăнса тăнă. Ҫула ҫитмен ачасем йĕрке пăсассинчен, вĕсемпе профилактика ĕҫне йĕркелемелли пирки те каланă. Халăх хушшинче сывă пурнăҫ йĕркине сарасси те кун йĕркинчех тăрать.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Петр Краснов тата Юрий Попов хăйсен сăмахĕсенче район халăхĕн ыйтăвĕсене татса парассипе епле ĕҫлесе пыни пирки каласа кăтартнă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ  Николай Малов районăн пысăк резерв пулнине палăртнă, унпа пĕлсе тата тĕрĕс усă курмаллине асăннă депутат.  Сăмаха май, саккун проекчĕсем пирки те аса илсе хăварнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательлĕх пайĕнчи ĕҫсем пирки чарăнса тăнă, обществăлла политика пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине кура, бизнес хăватланать тенĕ, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрленсе пыраҫҫĕ тесе каланă. Апла пулсан, халăхăн ĕҫ укҫин шайĕ хăпарса пыни те куҫкĕретех.  Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалу укҫи 12 процента ҫити хăпарни пурне те  ĕҫлеме хавхалантарать, халăх ҫак ӳсĕмсемпе кăмăллă.

Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ыйту та кун йĕркинчех тăрать, кун пирки те асрах тытмалла. Пурин те пĕр пек тĕллев пулмалла – района аталантарассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.

Канашлăва пухăннă ентешсене республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăҫу тата юрату суннă.  

Фоторепортаж



06 марта 2018
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter