Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел встречу с руководством Вурнарского района Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă.  Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи ҫулшăн кăтартусене тишкернĕ, 2018 ҫул валли палăртнă тĕллевсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.  

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене тапратиччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаҫăва районĕн пуҫлăхĕ Геннадий Спиридонов  тата район администрацийĕн ертӳҫи Леонид Николаев хутшăннă.

Икĕ ен районта промышленноҫа аталантарас, ял хуҫалăхне вăй илтерес, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене кĕскен пăхса тухнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ муниципалитетра социаллă тытăма аталантарма шалти резерв ҫителĕклĕ пулнине палăртнă. «Район аталанăвĕ епле пулса пырасси, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра епле татса панинчен сахал мар килет», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.   

Фоторепортаж



06 марта 2018
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter