Красноармейски районĕн социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Красноармейского района Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене анлăн сӳтсе явнă, кăҫалхи ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Паян канашлу вăхăтĕнче пултаруллă ҫамрăксене, ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă.

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн ҫитĕнӳсем пуррине ҫирĕплетнĕ. Экономика пайĕнчи пысăк кăтарту, паллах, ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă. 2017 ҫулта аш-какай тирпейлессипе курăмлă ĕҫленĕ, кăтарту 8,4 процент хăпарнă, сĕт сăвăмĕ вара 9,5 процент чухлĕ ӳснĕ.

Районăн харпăр хăй тупăшĕ те самай пысăкланнă. Ку енĕпе ыттисемпе танлаштарсан 2-мĕш вырăнта тăрать муниципалитет.  Халăхăн шалу укҫи те япăх мар, республикăри вăтам кăтартуран иртсе кайнă.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче кăҫал республика бюджетне федераци хыснинчен пысăк пулăшу куҫассине пĕлтернĕ.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путинăн пуҫаруллă йышăнăвĕсене тĕпе хурса, регионсенче ача пахчисем тата та вăй илĕҫ, ăна валли федераци центрĕнчен укҫа куҫарма та пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне сывлăх сыхлавне аталантарассипе те ĕҫ-пуҫ япăх мар. Чăваш Республикинче Ҫул-йĕр фончĕ  ҫирпленсе пыни те куҫкĕретех. Ҫулсерен ҫак пай валли патшалăх сахал мар тăкакланать.

«Кăҫал пĕтĕмпе федераци хыснинчен республика бюджетне каялла тавăрса памалли мар укҫа 21 млрд куҫать. Пĕлтĕрхинчен кăтарту 23 процент пысăк», - тесе пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ. Кун пекки тахҫантанпах пулман тесен те йăнăш мар.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Кузнецов тарăн отчет тунă.

Район бюджечĕн пĕлтĕрхи тупăш пайĕ 270,5 млн танлашнă, 2016 ҫулхипе илес пулсан 106 процента ҫитнĕ.

Ял хуҫалăх пайĕнчи таварсене 1280 млн тенкĕлĕх тирпейлесе кăларнă, производство таварĕсен калăпăшĕ 99,7 процент чухлĕ пулнă. Ҫитменлĕхсем те пур-ха районăн. Пĕлтĕр ҫурт-йĕрсем хăпартассипе сӳрĕкрех ĕҫленĕ.

2017 ҫулта районта инвестициллĕ 15 проект пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсене валли 113,9 млн тăкакланнă, халăх валли ҫĕнĕ 64 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

2018 ҫулта инвестициллĕ 18 проекта пурнăҫа кĕртме планпа пăхса хăварнă.  Обществăлла инфратытăма аталантарма 6 проект пурнăҫланă.  Вĕсене пурне те халăхăн пуҫаруллă сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ.  Тăкак та сахал мар, 3,4 млн.  Кăҫал валли 7 проект конкурса тăратнă, енчен те ҫирĕп тĕрĕслев витĕр тухсан, вĕсене пурнăҫа кĕртме 4,74 млн тăкакланĕ.

Кунсăр пуҫне пĕлтĕр районта 3,712 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене сарнă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелессипе те аванах ĕҫленĕ, пĕтĕмпе 3 объектра тирпейленĕ.

2017 ҫулта  районта 2 ФАП уҫнă, 2 культура ҫуртне модернизациленĕ.  Пĕлтĕр 5,7 пин ҫын патшалăхран социаллă пулăшăва тивĕҫнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ муниципалитетра усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсем сахал мар тесе каланă. Ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть, ял хуҫалăх валли пăхса хăварнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе тăрăшсах ĕҫлемелле тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.   

Строительство пайĕпе ĕҫлекенсене те активлăрах пулма ыйтнă регион Ертӳҫи. 2017 ҫулта 3562,1 тăваткал метр чухлĕ ҫурт хăпартнă, планпа пăхса хăварнинчен, ҫакă пĕтĕмпе те 50,9 процент ҫеҫ пулать тенĕ Ертӳҫĕ.  Районта ЖКХ парăмĕ пуҫтарăнни сисĕнет, халăх пулăшусемпе усă курнăшăн укҫа япăх пухни курăнать. Нумай ачаллă ҫемьесене тӳлевсĕр ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтерес ыйту та ҫивĕч тăрать. Тăлăхсене хваттерсемпе пулăшмаллине, экологи ыйтăвĕсене  халăх тапратнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫынсем пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пирки сăмахланă. Ертӳҫĕсем демографи лару-тăрăвне тишкернĕ.   

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сергей Кудряшов вĕрентӳ тытăмĕпе ҫыхăннă ыйтусем пирки каласа хăварнă. Раҫҫей Президенчĕ 2012 ҫулта ҫу уйăхĕнче кăларнă указсемпе килĕшӳллĕн, республика Правительстви  регионта сахал мар ĕҫ пурнăҫланине пĕлтернĕ. Чи лайăххи – вĕрентекенсен ĕҫ укҫи ӳсни.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова район харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пынин кăтартăвĕпе ыттисем хушшинче 11-мĕш вырăнта тăнине асăннă. Кунта та халăх предприятисенче «сăрă» схемăпа ĕҫлени сисĕнет, вĕсене пула вырăнти бюджет 17,5 млн тăкак тӳснĕ. Ҫĕрпе тата пурлăхпа аренда шучĕпе усă курнисем укҫана бюджета вăхăтра куҫарайманни паллă, парăм 367,2 пин тенке ҫитнĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АО генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче, ҫитĕнӳсемпе ĕҫлес пулсан, пурин те пĕр шухăшлă пулса тĕллевсем патне ăнтăлма тăрăшмаллине каланă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов вырăнти проектсене вăхăтра хатĕрлеме, федераци, республика пулăшăвĕпе тухăҫлă усă курма тăрăшмалла тенĕ. Инвестициллĕ проектсене  пăрахăҫлама юрамасть тесе асăрхаттарнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев вырăнти халăха резервпа туллин усă курма чĕнсе каланă, палăртнă тĕллевсене пурнăҫлассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме хушнă, Раҫҫей Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырури   ыйтусене те туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрса тăрăшмаллине каланă, вырăнти халăха малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.   

Фоторепортаж



06 марта 2018
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter