Елчĕксен социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Яльчикского района за 2017 годПуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет хатĕрлесе тăратнă куравпа паллашнă, район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, ҫамрăк яш-кĕрĕме, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă.

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти халăха яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн, мухтаса тав тунă. Елчĕк районĕ сахал мар кăтартусемпе ытти муниципалитетсене кая хăварса, малти вырăнта тăнине асăннă регион Пуҫлăхĕ,  Чăвашпотребсоюз тытăмĕ ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрса, халăх валли пахалăх енчен лайăх таварсем тирпейлесе кăларассине, вĕсене тивĕҫтерессине шанса каланă.  

Ку хутĕнче канашлура ял хуҫалăх пайĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлекенсем уйрăм хисепе тивĕҫнĕ. Районта мăйракаллă шултра выльăх шучĕ нумайланнă, аш-какай тирпейлессипе те ҫитĕнӳсем самай.

Сăмаха май, регион Ертӳҫи халăхран сĕт пуҫтарасси пирки ыйтăва хускатнă, тавар хакĕ пĕчĕк тесе пăшăрханса каланă.  Региона типĕ сĕт ытларах илсе килни сисĕнет, ăна кура сĕт хакĕ те пĕчĕкленсе пырать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пур ҫавăн пек районсем, ăҫта сĕт хакĕ 13 тенкĕрен те анса ларнă.  Елчĕк районĕнче лару-тăру япăхах мар, вĕсен пĕр литр сĕтшĕн хаксем пур-пĕрех 15 тенкĕрен кая мар.   «Ҫакă пĕтĕмпех вырăнти ертӳлĕх хăй ĕҫне пĕлсе тĕрĕс йĕркелесе пынипе ҫыхăннă. Ыйтăва куҫран вĕҫертменни те сисĕнет, ял халăхне тĕрев парас тесе тăрăшать.  Ял тăрăхĕсен пуҫлăхĕсем те район администрацийĕн ертӳҫипе килĕшсе ĕҫлени курăнать», - тесе каланă Михаил Игнатьев ыйтăва уҫăмлатнă май.  

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Краснодар крайĕнче ял хуҫалăх ыйтăвĕсемпе ятарлă форум ирттерме палăртса хунă. Унта мĕнпур ыйтусене пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пăхса тухасси те паллă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, 2018 ҫулта республика хыснине федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа сахал мар куҫассине пĕлтернĕ, субсиди мелĕпе пурĕ 21 млрд плана кĕртсе хăварнине асăннă. Кăтарту ытти ҫулхисенчен самай пысăк тесе хакланă регион Пуҫлăхĕ ҫак пулăшусене.  

«Ял халăхĕ валли калама ҫук пысăк пулăшу.  Раҫҫей Президенчĕ халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшни, сахал мар тĕрев пани куҫкĕретех. Регион укҫа-тенкĕпе перекетлĕ усă курнине Раҫҫей Правительстви ĕненет, ăна кура федераци хыснинчен укҫа-тенке чылай куҫарса парать.  Апла пулсан, субъекта хушма инвестици явăҫтарма та меллĕ», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтăва район администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Миллин тĕплĕ анализ тунă. Муниципалитет бюджечĕн тупăш пайĕ 345,3 млн танлашнă, тăкак пайĕ 360,6 млн.

2017 ҫулта пурĕ 13 программăпа ĕҫленĕ муниципалитетра.  Вĕсене валли пĕтĕмпе 383 млн тăкакланă.  Вăл шутран республика хыснинчен  238,9 млн, вырăнти бюджетран – 144 млн.   

Кăҫал муниципалитетăн 15 программипе ĕҫлеме плана кĕртсе хăварнă, вĕсене валли бюджетра 341 млн уйăрнă,  республика хыснинчен 207 млн, вырăнти бюджетран – 134 млн.

Ял хуҫлăх таварĕсен калăпăшĕ пĕлтĕр 2620 млн ҫитнĕ, производство таварĕсен индексĕ 102,6 процент хăпарнă.  

2017 ҫулта районти ял хуҫалăхне вăй илтерме патшалăх енчен 119 млн куҫнă. Патшалăх пулăшăвне АПК тытăмĕнче ĕҫлекен 59 ҫын тивĕҫнĕ.   Палăртса хăвармалла, пĕлтĕр инвестициллĕ 14 проекта пурнăҫа кĕртнĕ. Кăҫал тата та 5 проектпа ĕҫлесси планра пур.  

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртесси, ҫулсене сарасси, культура ҫурчĕсене тирпейлесси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, инфратытăма вăйлатасси те кун йĕркинчех. Асăннă программăпа пĕлтĕр 8 проект пурнăҫланă.  Кăҫал вара конкурса 9 проект тăратнă, енчен те вĕсем мала тухсан пурнăҫа кĕресси те паллă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика бюджетĕнче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫлама пурĕ 94 млн пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  

Субъект Пуҫлăхĕ паянхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксем йĕрке пăсассинчен сыхă тăмаллине асăрхаттарнă, вĕсемпе профилактика ĕҫне йĕркелесе пымаллине каланă.

«Пирĕн йĕрке пăсакансен шутне ӳстерме сăлтав ҫук.  Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене яланах сыхă тăмалла.  Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене ятарлă службăсенче ĕҫлекенсемпе сӳтсе явмалла.  Пурин те яваплăха ҫирĕп туймалла», - тенĕ вăл.

Районти тĕп врач хăйĕн докладĕнче граждансен сывлăхне упраса хăварассипе комплекслă ĕҫлесе пынине палăртнă. Республика Пуҫлăхĕ районта ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ пĕчĕкленни пăшăрхантарать тенĕ. Муниципалитета ытларах ҫамрăксене явăҫтарма сĕннĕ ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова хăйĕн докладĕнче бюджет ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, вырăнти хыснана тултарассипе ҫине тăрса ĕҫлеме каланă. Районăн харпăр хăй тупăшне пухассипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пымаллине асăннă министр ҫумĕ.  Пурне те пăшăрхантаракан ыйту – халăх предприятисемпе организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫлени, 3260 ҫын хальлĕхе предприятисенче шутланса тăрать имĕш. Район бюджечĕ 31 млн тăкак тӳснĕ.  

Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина  социаллă пулăшусем пирки каласа кăтартнă, амăшĕ тата ачисем валли куҫакан патшалăх пулăшăвĕсем ҫинчен пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Юрий Попов, Петр Краснов хăйсен сăмахĕсенче район пĕлтĕр ҫитĕнӳсемпе ĕҫленине асăннă. Кăҫалхи тĕллевсене те туллин пурнăҫлассипе ҫине тăрсах вăй хумаллине каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов саккунсен йĕркисем пирки каласа панă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.  

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Ҫыру пирки чарăнса тăнă, унти тĕп тĕллевсем пирки палăртса хăварнă.  Района малашне те ӳсĕмсем туса пыма чĕнсе каланă, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассипе пурин те тăрăшса ĕҫлемеллине палăртнă. Ҫитĕнекен ăру валли аталанса пыма кирлĕ пек хăтлă условисем яланах пулмаллине асăннă.

Фоторепортаж



06 марта 2018
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter