Вăрнарсен социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă
Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă, муниципалитетра социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă, районти активпа пĕрле 2018 ҫул валли палăртнă тĕллевсене сӳтсе явнă.
Канашлу ĕҫне пуҫличчен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ муниципалитет хатĕрлесе тăратнă курав ĕҫĕпе паллашнă, вырăнти ертӳлĕхпе уҫă калаҫу ирттернĕ, пултаруллă яш-кĕрĕме, ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пуҫличчен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче районăн социаллă пурнăҫĕпе экономики йĕркеллĕ аталанса пынине палăртнă, ыттисем хушшинче япăх мар кăтартусемпе палăрнине каланă. Районта завод ăнăҫлă аталанса пырать, таварсен калăпăшĕ те пысăк. 2017 ҫулта сĕт сăвăмĕ хăпарнă, 2016-мĕш ҫулхинчен 6 процент пысăк пулни сисĕнет.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Правительство районсемпе хуласем лайăх аталанса пыччĕр тесе, сахал мар тăрăшнине палăртнă, кулленех муниципалитетсенче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута каяҫҫĕ. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне улшăнса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫулсерен федераци хыснинчен, каялла тавăрса памалли мар укҫа-тенкĕ куҫса пырать. Республика Правительстви хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене туллин тивĕҫтерет. Финанс ыйтăвĕсемпе пĕлсе, перекетлесе усă курнишĕн, федераци центрĕнчен те ҫулсерен сахал мар пулăшу куҫса пырать.
2018 ҫулта республика бюджетне федераци хыснинчен субсиди мелĕпе каялла тавăрса памалли мар укҫа 21 млрд куҫать. Кăтарту каламасăрах паллă, пĕлтĕрхинчен чылай пысăк.
Ҫулсерен строительство, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ пайне республика бюджетĕнчен кирлĕ пек чухлĕ укҫа тăкакланать.
Раҫҫей Президенчĕн пуҫаруллă ĕҫĕсене тĕпе хура, кăҫал республикăра ача пахчисен 11 объекчĕ ҫĕкленесси те паллă, пепкесем валли ятарлă ушкăнсем пулĕҫ. Ачасем валли поликлиникăсем, ҫĕнĕ ФАПсем хута ярасси те кун йĕркинчех. Республикăри клиника больницине тĕпрен юсама РФ Президенчĕн Резерв фондĕнчен 26,5 млн тенкĕ куҫарма пăхса хăварнă. Регион Ертӳҫи район ертӳлĕхне строительство ыйтăвĕсемпе те тĕллевлĕн ĕҫлеме чĕнсе каланă. Ҫурт-йĕрсем ҫавăрассипе планпа килĕшӳллĕн ĕҫсене пурнăҫласа пыма чĕнсе каланă, ялсен сăн-сăпатне улăштарас, пуҫаруллă ҫынсен шухăшĕсене тĕпе хурса ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма сĕннĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ юлашки ҫулсенче Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондĕнче сахал мар уҫа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Ялсенче, районсемпе хуласенче автомашина ҫулĕсем лайăхланса пыни пурсăмăра та савăнтарать. Муниципалитетсенче объектсен ҫĕнĕ строительство ĕҫне тытăниччен, чи малтан яланах халăхпа пĕрле пуҫтарăнса сӳтсе явмаллине палăртнă. Вăрнар районĕн уйрăмах муниципалитетри хутса ăшăтмалли системăсене улăштарассипе ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртнă республика Пуҫлăхĕ, ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă.
«Пирĕн кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та пĕрле татса парассишĕн тăрăшмалла. Ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланасси те ҫакăнтан сахал мар килет», – тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.
Канашлури тĕп ыйтупа – районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки вырăнти ертӳҫĕ Леонид Николаев тĕплĕ доклад тунă.
2017 ҫулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 585,4 млн танлашнă, тăкак пайĕ – 596,2 млн танлашать.
Пĕлтĕр муниципалитет 14 программăпа ĕҫлесе пынă, вĕсене пурнăҫа кĕртме 636,3 млн тăкакланă. Вăл шутран республика бюджетĕнчен – 369,3 млн, вырăнти бюджетран – 267 млн уйăрнă.
2018 ҫулта район 15 программăпа ĕҫлеме плана кĕртсе хăварнă, вĕсене валли 538 млн палăртнă, вăл пайран республика хыснинчен 357,7 млн куҫарма тĕллев лартнă, вырăнти бюджетран – 180,4 млн.
Пĕлтĕр район ял хуҫалăхне аталантарассипе самай лайăх ĕҫленĕ. Хресчен фермер хуҫалăхĕсенче чăх-чĕп ĕрчетессипе, аш-какай тирпейлессипе аванах тăрăшнă. Сĕт сăвăмĕ районта хăпарнă, кăтарту маларахри ҫулран 6,2 процент пысăк. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ нумайланнă – 6,5 процент чухлĕ ӳснĕ.
Районти АПК патшалăх енчен сахал мар тĕрев пани сисĕнет, субсиди мелĕпе 33 ҫын пĕтĕмпе 94,3 млн пулăшăва илнĕ.
Вăрнар районĕнче пĕлтĕр инвестициллĕ 17 проект пурнăҫа кĕртнĕ, вĕсене валли 218,4 млн тăкакланнă. Кăҫал выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕҫлекен сферăра объектсем хута яма инвестициллĕ 9 проект йышăнса хăварнă.
2017 ҫулта муниципалитет пĕрлешĕвĕнче обществăлла инфратытăма ҫĕнетме 3 проекта пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсене пурне те халăхăн пуҫаруллă сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кăҫал конкурса 9 проект хатĕрлесе тăратнă, енчен те ҫирĕп тĕрĕслев витĕр тухсан вĕсем те пурнăҫа кĕресси куҫкĕретех.
Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ҫитменлăхсем пирки те сăмах пуҫарнă.
Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас, ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртес, вырăнти бюджетăн тупăш пайне ӳстерес, халăхăн ĕҫ укҫине хăпартас, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтусем те кун йĕркинчех пулнă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе муниципалитет ҫинче шутланса тăракан пурлăхсемпе, ҫĕрсемпе халăха тухăҫлă ĕҫлеттермеллине асăрхаттарса хăварнă. Пур-пĕрех районта ҫынсем предприятисемпе организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫлени сисĕнет. Ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансен ӳсен-тăран лартса ҫитĕнтерессипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле, ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене те планпа килĕшӳллĕн, вăхăтра тапратмалла тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.
Ҫула ҫитмен ачасем йĕрке пăсассинчен яланах сыхă тăмалла, наркăмăш халăх хушшинче сарăлассинчен те ыйтăва кулленех тĕрĕслемеллине каланă.
Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова хăйĕн докладĕнче муниципалитетăн резервĕ пирки чарăнса тăнă. Налуксем пухассипе тĕллевлĕн ĕҫлеме сĕннĕ, районăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассипе те чылай тăрăшмалла тенĕ вăл. Апла пулсан, енчен те предприятисем хăйсем патĕнче тăрăшакансене «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫпе тивĕҫтереҫҫĕ пулсан, вĕсене право хуралĕнче ĕҫлекенсемпе пĕрле тупса палăртмалла, ҫийĕнчех явап тыттармалла. Кăтарту районта сахалах мар, пурĕ 5 пин ҫын «сăрă» схемăпа ĕҫлет, вырăнти бюджет вĕсене пула 47 млн тăкак тӳснĕ.
Фарида Муратова районта пурăнакан 11,6 пин ҫын патшалăх тивĕҫтерекен социаллă пулăшăва илнине пĕлтернĕ, вĕсене валли бюджетран 135,3 млн тăкакланнине палăртнă.
2018 ҫулта район халăхне социаллă пулăшу пама бюджетра 145 млн уйăрса хăварнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.
Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Сергей Григорьев хăйĕн сăмахĕнче районăн ытларах инвестици явăҫтарассипе ĕҫлемеллине, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене ҫăмăллăх кредичĕсемпе усă курма сĕннĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, агропромышленноҫа, экономикăпа экологине аталантарас ыйтусемпе ĕҫлекен Комитет председателĕ Сергей Павлов ял хуҫалăхне вăй илтерме патшалăх енчен куҫакан пулăшусем пирки каласа ăнлантарнă.
Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов саккунсен йĕркисемпе паллаштарнă, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă.
Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те ҫывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, юрату суннă.
Вăрнар районĕн пуласлăхĕ пысăк, пурин те ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ҫине тăрса ĕҫлемелле кăна тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.