Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕҫчен те пултаруллă та хастар, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă

В преддверии Международного женского дня Михаил Игнатьев вручил государственные награды труженицам республикиПуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕҫчен те илĕртӳллĕ, пултаруллă та хастар, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă,  ӳлĕмрен те пысăк шайра пулма сĕннĕ.

Ку хутĕнче наградăсене тивĕҫнисем тĕрлĕ професси представителĕсем пулнă. Вăл шутран культурăра, ял хуҫалăхĕпе медицинăра, педагогикăра, патшалăх тата муниципалитет служащийĕ пулса вăй хуракансем.  

Торжествăлла мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ пухăннă ентешсене ҫывхарса килекен Пӗ­тӗм тӗн­чери Хӗ­ра­рӑм­сен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланă, пирӗн пурнӑҫри мӗнпур лайӑххи этемлӗхӗн хӳхӗм пайӗпе ҫыхӑннине каланă. Хĕрарăмсем тӗн­­­­чене ырӑрах тунине, кил-йышшӑн ырми-канми тӑрӑ­шнине палăртнă, ҫемье вучахне тивӗҫлӗн сыхласа упранине каланă. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем  яланах пултаруллӑ, хастар тата тарават тесе хакланă.  Регионти ентешсем общест­вӑн политикӑпа экономика тата социаллӑ пурнӑҫне хастар хут­шӑ­­ннине, тӑван ҫӗр аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине асăннă.  Ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхса ӳстерес ӗҫри ача амӑшӗн пӗлтерӗ самай тенĕ.

 Амӑшлӑхпа ачалӑ­ха сыхлас­­­си, ҫемье институтне ҫирӗплетесси, ҫура­лас­ӑха ӳс­терме майсем туса парасси патшалӑх политикин пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗл­­­лев­ӗ­сен шутӗнче. Юлашки ҫулсенче кӑмӑл-сипет, ҫемье хаклӑхӗсене халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Ну­май ачаллӑ ҫемьесем пур енлӗн пу­лӑшу илсе тӑраҫҫӗ. «Сирӗн пурнӑҫӑр яланах ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, килӗрте тӑ­нӑҫ­лӑхпа ыр­лӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланни хуҫаланччӑр, пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑхпа телей, ҫитӗнӳсем тата юрату су­натӑп», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев хĕрарăмсене саламланă май.

Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕн ҫумĕ Милана Быстрова Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ врач ятне илнĕ,  ҫак пысăк хисепе тивĕҫни малашне те ӳсĕмсем тума хавхалантарнине каланă.  Вăрмар районĕнче шкул директорĕ пулса ĕҫлекен Галина Архипова хăйĕн сăмахĕнче малашне те Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ĕҫлеме хатĕр тесе пĕлтернĕ, республика ертӳлĕхне тав тунă.

Республика Правительстви регионта спорт аталантăр тесе сахал мар ĕҫлет. Условисем питĕ чаплă. Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе – спортпа кулленех туслă пулнипе, пире хавхалантарать, пире спорта ҫӳреме витĕм кӳрсе тăрать тесе каланă Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ Нелли Игошина.

Фоторепортаж



07 марта 2018
16:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter