Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи паллӑ дата тӗнче историне Уҫлӑх анлӑхне никамран малтан парӑнтарнӑ совет халӑхӗн чаплӑ ҫӗнтерӗвӗн кунӗ пек кӗрсе юлнӑ. Юрий Гагарин пире ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланма, хамӑра космоса пуҫласа ҫул хывакансем тесе палӑртма май паракан ирӗк парнеленӗ.
1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, паллӑ «Кӑйкӑр» – Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» карапа Ҫӗр таврашӗнчи орбитӑна илсе тухнӑ. Эпир паян та унӑн республика историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлнӑ тӗлӗнмелле паттӑрлӑхне чаплӑлатпӑр.
Чӑваш Енре паллӑ ытти космонавтсен – Николай Бударинпа Муса Манаровӑн ҫамрӑк ҫулӗсем иртнӗ. Тӳпене парӑнтаракансен калама ҫук чаплӑ паттӑрлӑхне ҫирӗплетекен тӗслӗхсем Шуршӑлти Асӑну комплексӗнче упранаҫҫӗ, унта йышлӑ туристсемпе Чӑваш Ен хӑнисем тӑтӑшах пулса кураҫҫӗ.
Ҫӗршывӑмӑр уҫлӑх анлӑхне алла илес ӗҫре тӑвакан ҫитӗнӳ нумай чухне ҫамрӑк ӑруран килет. Паян Чӑваш Енри пин-пин шкул ачи ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне хутшӑнать, аэрокосмос ӑслӑлӑхӗсен никӗсне тӗпчет.
Ҫӗршыв космонавтикине ҫирӗплетес тата малалла аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпине хывнӑ тата хывакан пӗтӗм ентеше тав тӑватӑп.
Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата Ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ пӗлӳсемпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем еннелле утӑмлакан ҫул ҫинче ӑнӑҫусем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев